Раштав, 7 — Пирĕн уйрăмра халĕ 1500 статья! 1500 статья — Иркутск.
Раштав, 6 — Тегеран хулинче 10 xyтлă çурт çине С-130 çарaн транспорт самолёчĕ персе аннă. 119 çын вилнĕ, вĕсенчен самолёт ăшĕнче 84 пассажир тата 10 экипаж членĕ пулнă.
Чӳк, 26 — КитайриЦзянси провинциĕнчеçĕр чĕтренĕвĕ пулса иртнĕ. Хăвачĕ Рихтер шкали тăрăх 5,7 баллпа танлашнă. 14 çын вилнĕ, 377 çын аманнă. Çĕр чĕтренĕвен эпицентрĕ ЦзюцзянпаЖуйчан хулисем хушшинче пулнă.
Чӳк, 18 — ИракриХанакин хулинче боевиксем шиитсен мечетне сирпĕнтерсе янă. 65 çын вилнĕ, 75 аманнă.
Чӳк, 13 — Китайра вырнаçнă Цзилинь нефтьпе хими завочĕ сирпĕнсе кайнă. Пушара икĕ кун иртсен кăна сӳнтерме пултарнă. 70 ытла çын аманнă, Сунгариюханшыва таса мар япаласем лекнĕ.
Чӳк, 11 — Афганистан тăвĕсенчиШомали тӳремлĕхĕнче, АПШан "Баграм" сывлăш çарĕсен бази патĕнче Раççей самолечĕ персе аннă.
Чӳк, 9 — Амманра, Иорданин тĕп хулинче, виçĕ сирпĕнӳ пулса иртнĕ. 60 çын ытла вилнĕ, 300 çын ытла аманнă.
Юпа, 28 — Францире пăлхавсем пуçланнă. Пăлхавсем малтан Парижăн çурçĕр енчен пуçланса пĕтĕм патшалăха ярса илнĕ. Çавăн пекех Бельгипе Германине те кăштих ярса илнĕ.
Юпа, 11 — Пакистанра каллех çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртнĕ. Халĕ 5,1 баллă çĕр чĕтренĕвĕн эпицентрĕ Кветта хулинчен (Белуджистан провинциĕн тĕп хули) 400 çухрăм кăнтăралла пулнă.
Юпа, 8 — Кăнтăр Азире вăйлă çĕр чĕтренĕвĕ пулнă. Эпицентрĕ Пакистанăн çурçĕр енче, Исламабадран 95 çухрăм çурçĕр-хĕвелтухăçнелле, Сринагартан 125 çухрăм çурçĕр-хĕвеланăçнелле пулнă.
Çу, 5 — Çĕнтерӳ Поездчĕ чарăнас тесе шутламан пулсан та Вăрмарта чарăннă. Ветерансемпе Вăрнар çыннисене саламланă.
Çу, 4 — ШупашкартаАслă Вăрçă ветеранĕсене Çĕнтерӳне 60 çитнĕ ячĕпе 32 хваттер панă.
Ака, 302005 — Канаш хулинче çĕнĕ аллейăсем никĕсленĕ. Хулари культурăпа кану паркĕпе юнашар çĕнĕ мăшăрсен аллеине, педегоги колледжăн вĕренекенĕсем вĕренсе тухакансен аллейине никĕсленĕ
Ака, 212005 — ШупашкартиПетĕр Хусанкай ячĕллĕ культурă çурчĕнче социаллă хӳтĕлес енĕпе ĕçлекенсен Республикăн творчествăллă фестивалĕ уçăлнă.