Театр юлташлăхĕ 814

From Wikipedia, the free encyclopedia

Театр юлташлăхĕ 814 — Мускавра 1995 çулта Олег Меньшиков хистенипе уçăлнă антрепризăллă театр компанийĕ[1].

Театр адресĕ: Мускав, Страстной бульвар, 6, 2 пӳрт (Чеховская, Пушкинская, Тверская метро чарăнăвĕ). Хăш чухне спектакльсене Моссовет ячĕллĕ театрăн сцени çинче кăтартаççĕ.

Театр компанипе ирĕклĕ актёрсем те, репертуарлă театрсенчи актёрсем те пĕрле ĕçлеççĕ. Вĕсен хушшинче: Виктор Сухоруков, Тимофей Трибунцев, Марат Башаров, Сергей Колтаков, Анна Дубровская, Оксана Мысина, Алексей Горбунов, Наталья Швец, Татьяна Бреславская, Елена Цыплакова, Никита Татаренков, Александр Сирин, Максим Браматкин, Александр Усов тата урăх ăстасем те.

Театр компани лартнă спектакльсем:

  • 1998 — «Горе от ума» А. С. Грибоедовăн. Режиссёр: Олег Меньшиков[2][3]
  • 2000 — «Кухня» М. А. Курочкинăн. Режиссёр: Олег Меньшиков[4]
  • 2001 — «Игроки» Н. В. Гоголĕн. Режиссёр: Олег Меньшиков[5]
  • 2003 — «Демон», М. Ю. Лермонтовăн «Демон» поэмипе. Режиссёр: Кирилл Серебренников [6]
  • 2006 — «Сны Родиона Раскольникова». Режиссёр: Павел Сафонов[7][8]
  • 2008 — «1900». Спектакль-соло, унта мĕнпур рольне Олег Меньшиков хăех вылять, текст Алессандро Барикко, режиссёрĕ пĕтĕм пултарулăх ушкăнĕ Юлташлăх «814»[9]. Премьера 2008 çулхи çу уйăхĕн 15-16-мĕшĕсенче «Черешневый лес» фестиваль вăхăтĕнче, Моссовет ячĕллĕ театр сценинче иртнĕ.[10]

2002 çулта «Театр юлташлăхĕ 814» театр тишкерӳçисем валли çĕнĕ конкурс йĕркелет. Конкурсра çĕнтерекенсене Александр Кугелĕн парнипе тивĕçтереççĕ[11][12].

Театр Раççей провинцисемпе чылай гастроль программипе çӳрет, Санкт-Петербург, Рига, Челепи, Сарăту, Тель-Авив, Çĕпĕр хулисене те çитет.

Асăрхавсем

Каçăсем

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.