Меньшиков Олег Евгеньевич
From Wikipedia, the free encyclopedia
Оле́г Евге́ньевич Ме́ньшиков (1960 çулхи чӳкĕн 8-мĕшĕ, Серпухов, Мускав облаçĕ, СССР çуралнă) — совет тата раççей театрпа кино актёрĕ, театр режиссёрĕ, Раççей Федерацин халăх артисчĕ (2003), Раççей Федерацин Патшалăх парнин лауреачĕ (1995[1], 1997[2], 1999[3]).
Олег Меньшиков | |||||||
![]() 2018 | |||||||
Çуралнă чухнехи ят: | Олег Евгеньевич Меньшиков | ||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вăхăт: | Чӳк, 8, 1960 | ||||||
Çуралнă вырăн: | Серпухов, СССР | ||||||
Гражданлăх: | → | ||||||
Професси: | актёр, театр режиссёрĕ | ||||||
Чыславсемпе парнесем: |
| ||||||
IMDb: | ID 0579823 |
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
Олег Меньшиков çар инженерĕпе тухтăр çемьине çуралнă. Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паркан тата мусăк шкулĕнче вĕренсе тухсан (1977) М. С. Щепкин ячĕллĕ аслă театр училищинче, Н. Н. Афонин курсĕнче вĕренет. Театр училищине вĕçлесен 1981 çулта Малый театра ĕçе кĕрет.
Тепĕр çултан ăна Совет çарне кайма тивет, хĕсмете вăл Совет çарĕн Тĕп академи театрĕнче ирттерет. 1985 çулта Меньшиков Ермолова ячĕллĕ театрĕнче ĕçлет, унтах 1989 çулчен тăрăшать. 1995 çулта вăл хăйĕн театр компанине — «Юлташлăх 814» — йĕркелет[4].
Ирĕклĕ актёр пулса тăрса, Меньшиков Петра Фоменко спектаклĕсенче (Калигула ролĕ — 1990 ç.), лондонри «Глобус» театрĕнче (Сергей Есенин ролĕ «Когда она танцевала» спектаклĕнче — 1991 ç.) вылять.
Фортепиано çинче вылять.
Парнесемпе чыславсем
- РФ Президенчĕн хутайĕпе Хисеп орденĕпе (чӳк, 8, 2010)[5] — тăван çĕршывăн синематограф ӳнерне пысăк ӳсĕм кӳнĕшĕн тата нумай çулсенчи пултарулăх ĕçĕ-хĕлĕшĕн.
Кино
- «Моонзунд» (1987) фильмри рольшĕн — А. П. Довженко ячĕллĕ кĕмĕл медаль;
- «Утомлённые солнцем» (1994) фильмри рольшĕн — 1995 ç. Раççей Патшалăх парни[1];
- «Симĕс панулми — Ылтăн çулçă» — професси парни арçын паха ролĕшĕн;
- Кинопресса парни — çулталăкри лайăх актёр;
- «Кавказский пленник» (1996) фильмри рольшĕн — 1997 ç. Раççей Патшалăх парни [6];
- «Кинотавр» фестивалĕн гран-при, арçын паха ролĕшĕн;
- «Ника» професси кинематографи парни, арçын паха ролĕшĕн;
- Тĕнчери «Балти ĕнчи» (1997 ç.) кинофестивалĕнче, арçын паха ролĕшĕн;
- Раççейри ирĕклĕ «Триумф» парне — тăван çĕршывăн этеплĕхне паллă ӳсĕм кӳнĕшĕн (1996 ç.);
- «Ылтăн Така» çулталăк пĕтĕмлетĕвĕпе — «Универсаллă актёра — синематографи ăру ертӳçне» (1996 ç.).
- «Сибирский цирюльник» (1999) фильмри рольшĕн — 1999 ç. Раççей Патшалăх парни[7].
Театр
- «Калигула» спектакльти (1990) рольшĕн — «Мускав сезонĕсем» фестивалĕн парнипе дипломĕ;
- «Когда она танцевала» спектакльти (1991) рольшĕн — Британ Академин Театр Ӳнерĕн Лоуренс Оливье ячĕллĕ парни (1992).
- «N» спектакльти (1993) рольшĕн — «Виктор Розовăн хрусталь кĕлчечекĕ» театр парни.
- 2003 çулта ӳнер облаçĕнче нумай тăрăшнăшăн Раççей Федераци президенчĕн хутайĕпе Олег Меньшикова «Раççей Федерацин халăх артисчĕ» хисеп паллипе тивĕçтернĕ[8].
- 2004 çулта Олег Меньшиков ӳнер облаçĕнчи паллă франци чыславне — «Академи пальмисем» правительство чыславне тивĕçнĕ.
Театрти ытти проектсем
- 1991 — «Когда она танцевала», Мартин Шерманăн пьесипе. Режиссёр: Роберт Алан Акерман — Сергей Есенин (Театр «Глобус», Лондон) Британ Академин Театр Ӳнерĕн Лоуренс Оливье ячĕллĕ парни, — «за выдающееся исполнение исполнение роли второго плана», 1992[9]
- 1992 — Н. В. Гоголĕн «Вылявçăсем» пьеси. Режиссёр: Далия Ибелгауптайте — Ихарев («Трайсекл» театрĕ, Лондон)[10]
- 1993 — «N» / «Нижинский», В.Нижинскин кун кĕнекисемпе, драма никĕсĕн авторĕ А. А. Бурыкин — Нижинский («БОГИС» театр агентстви)[11]
- 1994 — «Когда она танцевала», Мартин Шерманăн пьесипе. Режиссёр: Патрис Кербра - Сергей Есенин (Елиçей Уйăсенчи Камит театрĕ, Парис)[12]
- 2008 — «1900» моноспектакль, Алессандро Барикко повеçĕпе. Режиссёрсем: О.Меньшиков тата ур. («О.Меньшиковăн театр юлташлăхĕ») — Трубач, Новеченто тусĕ[13][14][15]
Пултарулăхĕ
Театрти рольсем
Совет Çарĕн Тĕп театрĕ
- 1981 — «Часы без стрелок», Б. Л. Рахманинăн повеçĕпе. Режиссёрсем: Ю. И. Ерёмин, Н. Петрова — Васюков[16]
- 1981 — «Лес» А. Н. Островскин пьесипе. Режиссёр: В. Я. Мотыль — Алексей Буланов
- 1983 — «Идиот», Ф. М. Достоевскин романĕпе. Режиссёр: Ю. И. Ерёмин — Ганя Иволгин[17][18]
- 1985 — «Рядовые» А. А. Дударевăн пьесипе. Режиссёр: Ю. И. Ерёмин — Лёнька-«Одуванчик»[19][20]
М. Н. Ермолова ячĕллĕ мускаври драма театрĕ
- 1985 — «Говори!», А.Буравскин инсценировки, В. В. Овечкинăн «Районные будни» очеркĕсемпе. Режиссёр: В. В. Фокин — Секретарь
- 1986 — «Спортивные сцены 1981 года», Э. С. Радзинскин пьесипе. Режиссёр: В. В. Фокин — Серёжа[21]
- 1988 — «Второй год свободы», А.М.Буравскин пьесипе. Режиссёр: В.В.Фокин - Робеспьер[22] [23][24]
Моссовет ячĕллĕ театр
Театр юлташлăхĕ 814
Театр режиссёрĕ
- 1998 — «Горе от ума», А. С. Грибоедова пьесипе / «Театральное товарищество 814» — программка
- 2000 — «Кухня», М.Курочкин пьесипе/ «Театральное товарищество 814» — программка — пресс-релиз
- 2001 — «Игроки», Н.В. Гоголь пьесипе/ «Театральное товарищество 814»
- 2008 — «1900», моноспектакль по повести А.Барикко, реж. О.Меньшиков тата ур. / «Театральное товарищество О.Меньшикова» — программка 2013 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
Фильмографи
- 1980 — Жду и надеюсь
- 1981 — Родня — Кирилл
- 1982 — Покровские ворота — Константин Ромин
- 1982 — Полёты во сне и наяву — Алиса тусĕ
- 1983 — Поцелуй — поручик Мерзляков
- 1984 — Полоса препятствий — Владимир Межиров
- 1984 — Капитан Фракасс — Барон де Сигоньяк
- 1985 — Володя большой, Володя маленький — Владимир Салимович (Володя маленький)
- 1986 — Мой любимый клоун — Сергей Синицын
- 1986 — По главной улице с оркестром — Корольков Ф. С.
- 1986 — Михайло Ломоносов — Дмитрий Виноградов
- 1987 — Моонзунд — Сергей Артеньев
- 1988 — Брызги Шампанского
- 1989 — Жизнь по лимиту
- 1989 — Лестница — Владимир Пирошников
- 1990 — Яма — Лихонин
- 1998 — Дюба-дюба — Андрей Плетнёв
- 1994 — Утомлённые солнцем — Дмитрий
- 1996 — Кавказский пленник — Саня
- 1998 — Сибирский цирюльник — Андрей Толстой
- 1999 — Восток-Запад — Алексей Головин
- 1999 — Мама — Лёнчик
- 2003 — Последний свидетель
- 2005 — Статский советник — Эраст Петрович Фандорин
- 2006 — Золотой телёнок — Остап Бендер
- 2006 — Доктор Живаго — Юрий Живаго
- 2009 — Утомлённые солнцем 2 —Дмитрий Арсентьев (Митя)
- 2010 — О чем говорят мужчины — камео
Сасă кĕртни
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.