From Wikipedia, the free encyclopedia
Рожанский Ермей Иванович (1741 çул, Кăрмăш хули — 1813 çул, Кăрмăш хули) — ÿкĕтлевçĕ (тăнлантаравçă, миссионер), сăваплăхçă, кивĕ чăваш çырулăхне йĕркелекенсенчен пĕри[1].
Ермей Рожанский | |
Рожанский Ермей Иванович | |
Çуралнă чухнехи ят | Рожанский Ермей Иванович |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1741-мĕш çул |
Çуралнă вырăн | Чĕмпĕр кĕперни, Кăрмăш уесĕ, Кăрмăш хули (халĕ Пильна районĕ, Чулхула облаçĕ, Раççей Федерацийĕ, Кăрмăш ялĕ) |
Вилнĕ вăхăт | 1813-мĕш çул |
Вилнĕ вырăн | Кăрмăш хули |
Гражданлăх | Раççей |
Пăхăнулăх | |
Ашшĕ | Иван Герасимов |
Ачисем | Григорий Рожанский, Тимофей Ермеев Рожанский |
1741 çулта Кăрмăш хулинче çуралнă. Чулхулари тĕн семинарине пĕтернĕ.
1765 çулта Кăрмăшпа Етĕрне уесĕнчи чăвашсем ыйтнипе ăна ӳкĕтлевçĕ (тĕн йĕркисене вĕрентекен) пулма лартаççĕ. 1788 çул тĕлне вăл куçару шкулне йĕркелет, çав ĕçре ăна хăйĕн ывăлĕ Г. Рожанскипе унăн юлташĕ И.Русановский семинаристсем пулăшса пынă. Çак ушкăн вырăсларан кĕске катехизис куçарнă (кĕнеке 1800 çулта Петербургра пичетленсе тухнă), 130 уроклă вĕренӳ пулăшу кĕнекине хатĕрленĕ.
Хусан епархийĕн пуçлăхĕ В.Пуцек-Григорович хушнипе Рожанский чăваш чĕлхин пĕрмĕш грамматикине — «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» — çырас ĕçе те активлă хутшăннă. Асăннă пулăшу кĕнекисемпе Хусанти тата Чулхулари тĕн семинарисенче чăвашла вĕрентес ĕçре усă курнă.
1784 çулта Рожанский Чулхула епископĕ Дамаскин хушнипе вырăсла-тутарла-чăвашла-ирçелле-марилле сăмахсарăн чăвашла-тутарла пайне редакциленĕ. Сăмахсар умсăмахне те («Чăвашсем çинчен») вăлах çырнă.
1788 çулта Ермей Рожанский «Кĕске катехизиса» чăвашла куçарнă, вăл вара 1800 çулта Петербургра пичетленсе тухнă[2]. Рожанский кивĕ чăваш çырулăхне йĕркелес ĕçе хастар хутшăннă, чăваш литературине никĕсленĕ.
Рожанский Ермей Иванович 1813-мĕш çулта вилнĕ. Çав вăхăтрах В.Г.Родионов вилнĕ вăхăт пирки XIX ĕмĕр пуçламăшĕ тенипех çырлахать.
Интернетра ак çапла калани пур[3]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)В настоящее время совершенно точно установлено, что Ермей Иванович Рожанский скончался в 1813 году в г. Курмыше (Успенский Собор), в возрасте 72 лет.Один из его сыновей Тимофей Ермеев Рожанский по выбытию из НДС с 1791 года служил в с. Кологриево и в с. Стексово Ард. у. Ниж. губ. С 1803 года в с. Богородское Грб. у. Рождественской ц-ви Священником и Благочинным и в 1806 году там же посвящен в Протопопы. С 1813 года был Цензором по Грб. уезду для рассмотрения сочиняемых ученым Духовенством проповедей и руководителем к сочинению систематических бесед. Так же им было обращено 40 крестьян из секты к Греко-росийской церкви и пр...
Тимофей Ермеев в Нижегородской губернии оставил большое количество потомков, кот. все сохранили фамилию Рожанский. Один из внуков был Надворным Советником и за награждение его орденом Свят. Владимира 4 степ. был причислен к Нижегородскому Дворянству. Далее Рожанские потомки этого рода известны в области медицины Н. Новгорода и г. Казани, инженер-строитель в г. Риге и дочь Статского Советника, врача г. Казани Юлия Васильевна Рожанская была 1-й женой писателя А.Н. Толстова, правда не долго. Этому роду я благодарна за свое появление на земле.<Куçару: Хальхи вăхăтра Ермей Иванович Рожанский 1813-мĕш çулта Кăрмăш хулинче (Успени соборĕ) 72 çула çитсе вилнине пит тĕрĕссĕн тупса палăртнă. Ывăлесенчен пĕри Тимофей Ермеев Рожанский НДС пĕтернĕ хыççăн 1791-мĕш çултан пуçласа Кологриево тата Стексово ялĕсенче (Чулхула кĕпернин Ардатов уесĕ) хĕсметре тăнă. 1803-мĕш çултан пуçласа Богородское ялĕн (Грб.у.) Раштав чиркĕвĕнче саваплăхçă тата благочиннăй пулса. 1806-мĕш çулта унтах протопоп. 1913-мĕш çултанпа Цензор (Грб.у.) — вĕреннĕ тĕн çыннисен ÿкĕтлевĕсене, хайланă тытăмла калаçăвĕсене пăхса тухма. Унтах вăл 40 хресчене сектăран Грек-раççей чиркĕвне куçарнă тата ытти те. Тимофей Ермеевăн Чулхула кĕпернинче Ражанский хушаматлă йышлă тахăмĕсем юлнă...Мăнкукĕсенчен пĕри "Надворный Советник", Сăваплă Владимирăн 4-мĕш капашлă орденне илнĕ хыççăн — Чулхула Дворянлăхĕнче. Малалла Рожжанский тăхăмĕсем Чулхулари, Хусанти медиксем пек, Ригăри инженер-çурттăвăмçă пек паллă. Хусанти "Статский Советникĕн" тата тухтăрăн хĕрĕ Юлия Васильевна Рожанская А.Н.Толстой çыравçăн пĕрремĕш арăмĕ пулнă, чăн та, вăрахлăха мар. Эп çак ăрăва хам çут тĕнчене килнишĕн тав тума тивĕç.>
1800-мĕш çулхи хыççан, — 1804-мĕш çулта, — тата тепĕр чăвашла катехизис кун çути курнă. Вăл 1807-мĕш çулта тепре пичетленсе тухнă. Асăннă кăларăмсем çумĕнче чăваш букварĕ те пур. Çав кĕнекесене хăшпĕрисем Е.И.Рожанский ячĕпе çыхантараççĕ. Анчах та çакă йăнăш. Чăннипе асăннă кĕнекесене Талиев Петр Иванович хатĕрлесе кăларнă. Çапах та "Ермей Рожанский букварĕ" текен ăнлав сиксе тухма пултарать, çавнашкал ятлă кĕнеке, кĕнеке пайĕ е алçыру тавраш çук пулсан та. Мĕншен тесен Ермей Иванович 1769-мĕш çулхи Пĕрремĕш чăваш грамматикине кăларас ĕçе хутшăннă е хутшăнма пултарнă. Асăннă "Грамматикăна" тĕпрен илсен вĕрентÿ тĕллевĕсемпе кăларнă. Вăл хатĕрленĕ ытти ĕçсем те вĕрентÿ япалисене çывăх.
В.Г.Родионов каланичен: "Е. Рожанскин куçарăвĕсемпе паллашса, çак ĕçе унăн вĕренекенĕсем те хавхалансах пуçăннă. Г. Рожанскипе И. Русановский 1789-1790-мĕш çулсенче 130 урока пайлана чăвашла вĕренмелли учебник хатĕрлеççĕ. Ку вĕренÿ пособине икĕ пине яхăн чăвашла сăмах çаврăнăшĕ кĕнĕ. Ăна ăнланмалла чĕлхепе çырнă, авторĕсем Е. Рожанский традицийĕсене асра тытса ĕçленĕ. Асăннă учебникпе Чулхула семинарийĕнче XVIII ĕмĕр вĕçленичченех чăвашла вĕрентнĕ". Ку вĕренткĕч, ахăртнех, пĕр-пĕр архивра упранать пулмалла.
ЕРМЕЙ РОЖАНСКИЙ
сонет
...Ун чух Раҫҫей Империйӗ ҫӗн "ҫимӗҫ"
Сӗнет чӑвашсене пӗрре вӑйпа,
Тепре илӗртӳпе: пулайӗ, имӗш,
Тӗне кӗрсессӗн пурлӑх пӗр купа!
Лару-тӑру хаяр пулсан та тивӗҫ
Ӗҫне тумашкӑн чи таса чунпа...
Ермей Рожанский, ак сана шӑпа
Сӗнет яваплӑ, йывӑр, хӑшкӑлти ӗҫ.
Тӑнлантаравҫӑ пулнине кура
Чиркӳсенче янрать сан лӑпкӑ сасӑ,
Ҫапах та урӑххи те пур пуҫра:
Тахҫан лӳппер ӗне хыпса ҫӑтсассӑн
Ҫухалнӑ кӗнеке тупӑнтӑр-и? —
Шурри ҫине шав акӑнтӑр хури!
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.