From Wikipedia, the free encyclopedia
Анна Петровна Остроумова-Лебедева (5 (17) çу 1871, Сăваплă Петĕрхули - 5 çу 1955, Ленинхули) — раççей гравёрĕ тата сăрă ÿнерçи, шывлă сăрă ÿнерçи, çутçанталăк сăнарçи.
Анна Остроумова-Лебедева | |
Анна Петровна Остроумова-Лебедева | |
А.П. Остроумова-Лебедева сăнарĕ, K.A.Сомов ĕçĕ, 1901 | |
Çуралнă чухнехи ят: | Анна Петровна Остроумова |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1871 çулхи Çу, 5 (17) |
Çуралнă вырăн: | Сăваплă Петĕрхули |
Вилнĕ вăхăт: | 1955 çулхи Çу, 5 (83-ре) |
Вилнĕ вырăн: | Ленинхули |
Гражданлăх: | Раççей империйĕ→ ССРП ССРП |
Жанр: | гравюра, ксилографи, çын сăнарĕ, сăрă ӳнерĕ, кĕнеке илемлетни |
Вĕренӳ: | Петерхулинчи Ӳнер Академи |
Парнесем: |
Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ, Медаль «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн», Медаль «За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941-1945 гг.» |
Хисепсем: | РСФСР халăх ÿнерçи — 1946 |
Викиампарти ĕçсем |
П. И. Остроумов сенатор кил-йышĕнче çуралса ÿснĕ.
1889-1892 — Барон А. Л. Штиглицăн (1889-1892) Тĕп техникалла ÿнерÿ вĕрентĕшне вĕренме çÿренĕ, унта унăн тĕп вĕрентекенĕ В. В. Матэ пулнă.
1892-1900 — Петӗрхулинчи Ӳнер Академинче В. В. Матэ, И. Е. Репин, К. А. Савицкий тата П. П. Чистяков ÿнерçĕсенчен вĕреннĕ, унтан 14 гравюра хайласа кăтартса ÿнер ячĕ илсе ăнăçлăн вĕренсе тухнă.
1898-1899 — Парижра Джеймс Уистлер ÿнер лаççинче ĕçленĕ. 1899-мĕш çултан ÿнер «Илемлĕх тĕнчи» тата «Тăватă ÿнер» (1924 çултан) пĕрлешÿсен ĕçĕ-хĕлĕсенче хастаррăн хутшăннă.
1901 — «Илемлĕх тĕнчи» журнал валли гравюрасен ярăмне (№ 1, 1902 çул) хайланă.
1905 — хими ăсчахне, пĕрремĕш хут промăçлăх нушисене çитмеллĕх каучук шутласа кăларнă С. В. Лебедева качча тухнă.
1918-1922 — Фотографи тата фототехника аслă институтĕнче вĕрентнĕ.
1934-1935 — Пĕтĕм Раççей ÿнер академинче вĕрентнĕ.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче блокада хупăрласа илнĕ Ленинхулинче пурăннă, чуна тивекен графикалла хула сăнарĕсене хайланă.
1946 — РСФСР халăх ÿнерçи.
1949 — ССРП Ӳнер Академин чăн пайташĕ.
XX-мĕш ĕмĕрĕн пĕрремĕш çуррин Раççей гравёрĕсен шутĕнче «чи пысăк çăлтăр» пулса тăрать çех мар, Раççейра ку ÿнере çĕнĕрен чĕртсе пурнăç панисен шутне кĕрет. Унсăр пуçне Анна Петровна вырăс чăн (вăл шутра тĕрлĕ тĕсли те) ксилографине те çĕнĕ пурнăç панă, литографи меслечĕпе тата шыв сăррисемпе ĕçленĕ.
Ытларах Петĕрхулипе таврашĕсене сăнарланă. Çутçанталăкпа çурт-йĕре композицине кĕртсе илемлĕ çыхăнтарса сăнарлакан сайра ÿнерçĕсенчен пĕри.
Вăл ăнăçуллă çын сăнарĕ ăсти те пулнă — Вырăс музейĕнче Анна Петровна хайланă Максимилиан Волошин сăнарĕ упранать.
Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ тата «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медаль илме тивĕçнĕ.
Яланах Сăваплă Петĕрхулинче - Петĕрхулинче - Ленинхулинче пурăннă:
Ăна Некрополь ÿнер ăстисен çăвинче пытарнă.
" … гравюрасенче вăл çирĕп йĕр тытать, ку ăна çав тери ĕнентерÿллĕ те кĕскен хăйĕн туйăмĕсене пама май парать; гравюрасенче вăл, никам пек, сахал тĕссемпе усă курсах, тĕссем тăрăх кирлĕ чун-кăмăл хĕветне пама пĕлтерет. Шыв сăррисемпе ÿкернинче вăл ирĕклĕ майпа ÿкернипе куçа савăнтарать, тата каллех унăн çутçанталăкран тем пек çивĕччĕн сăнаса илнĕ ĕçĕсем янравлă сăрăсен хутшăнăвĕнче асамлăн юхса ялкăшаççĕ, "
.
«Илемлĕх тĕнчи» пĕрлешÿн куравĕнче пĕрремĕш хут хăйĕн гравюрисемпе 1900-мĕш çулта хутшăннă.
Ӳкерçĕсесене хавхалакантаракан пĕрлешÿ ăмăртăвĕн иккĕмĕш парнине илнĕ.
А.П. Остроумова-Лебедева сăнарĕ, Ф. Малявин ĕçĕ, 1896
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.