Олимп вăййисем - чи паллă,чи анлă пĕтĕм тĕнчери спорт ăмăрту.

Авалхи Олимп вăййисем

Аваллхи Олимп вăййисем 776 до н.э - 393 п.э çyлсем хушинче Олимп хулинче иртернĕ.Пĕтĕмпе 293 хут авалхи Олимп вăййисем иртернĕ.

Хальхи Олимп вăййисем

Thumb
Пьер де Кубертен

1894 çулта Тĕнчери спорт Пухăвĕнче франци вĕрентӳçи Пьер де Кубертен авалхи грексен Олимп вăййисене чĕртес шухăш пирки сăмахланă.

Çĕнĕ олимп вăййисен Йĕркине çырса 1894 çулта Тĕнчери олимп комитетне (ТОК) никĕсленĕ.

Çуллахи Олимп вăййисем

Çуллахи спорт тĕсĕсемпе ăмăрту кашни тăватă çул иртсен пулаççĕ. 1894 çултан 27 Çуллахи Олимп вăййисем ирттернĕ. Виçĕ хут (1914,1940,1944) Тĕнче вăрçă пулнипе Олимпиада Вăййисем ирттермен.

Хĕллехи Олимп вăййисем

Хĕллехи Олимп вăййисем 1924 çултан иртме пуçланă.Пĕрремĕш вăййĕ Шамони хулара (Франци) иртернĕ.

Олимп паллисем

Йыхрав

Олимп вăййисен официаллă йыхравĕ:"Хăвăртрах, çӳллĕрех, вăйлăрах" (лат. Citius,Altius,Fortius).

Символ

Олимп вăййисен символĕ - пилĕк тĕрлĕ тĕслĕ ункăсем. Кашни ункă пĕр континент палăртатать:Европа (сенкер ункă),Ази (сарă ункă),Африка (хура ункă),Америка (хĕрлĕ ункă) тата Австрали (ешĕл ункă).

Ялав

Thumb

Олимп вăййисем ялавĕ шурă тĕслĕ. Варринче Олимп гербĕ - пилĕк ункă вырнаçтарнă. Олимп ялавĕ пĕрремĕш хут 1924 çулта усă курнă.

Тата пăхăр

Каçăсем

Wikiwand in your browser!

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.

Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.