Google (компани)

From Wikipedia, the free encyclopedia

Google (компани)map

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице Кукăль, Google Inc. (/ˈguːgl/, «кукăль», NASDAQ: GOOG) — американ компани, халăх кăмăлланăвĕпе тĕнчере пĕрремĕш (77,04 %[1])Google шырав системи, уйăхра 41 млрд 345 млн ыйтăва ĕçе йышăнакан (пасарăн 62,4 %).[2][3] Шыравçă çинче Google AdWords-ăн тĕнчери чи пысăк онлайн-янравĕ вырнаçнă.

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Google (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Thumb
Google

Компанин пасарта хаклани — 160 млрд долл. АПШ (2008, авăн). Кукăль — тĕнчери чи хаклă брендсен йышĕнче 7-мĕш вырăн йышăнать (2009, авăн).[4]

Ячĕ

Google — Эдвард Каснер математикăн тăванĕн ывăлĕ Милтон Сиротта çĕр нульрен тытăнса тăракан хисепе палăртма шутласа кăларнă тĕрĕс мар çырнă googol (гуго́л) акăлчан сăмахĕ.

Пĕрремĕш чекне инвесторсенчен илнĕ чухне компание йĕркелекенсем Google Inc. ята асăннă, теççĕ.[5]

Кун-çулĕ

Компание 1998 çулхи авăн, 4 никĕсленĕ, офисне Менло-Парк хулинче (Калифорни, АПШ) уçнă.[6][7]

Халĕ ăна Google Inc. ятпа регистрациленĕ, штаб-хваттерĕ — Маунтин-Вью (Калифорни) хулара. Унăн инвесторĕсем хушшинче Kleiner Perkins Caufield & Byers тата Sequoia Capital пур. Хăйĕн технологи инновацисене пула, Google нумай парнене тивĕçет, çав шутра «Глас Народа» чи лайăх техника çитĕнĕвĕсемшĕн тата Yahoo! Internet Life «Лучшая поисковая система в Интернете» парни. Google çаплах РС журналăн «Техническое Совершенство» тата The Net журналăн «Лучшая поисковая машина» парнине çĕнтерсе илет. Чылай компани, çав шутра AOL тата Washington Post, хăйсен веб-сайчĕсенче Google шырав технологипе усă кураççĕ.

Компани никĕслевçисем — Сергей Брин тата Лэрри Пейдж.

Сервис тата инструментсем

Тĕп статья: Google сервисĕпе инструменчĕсен ят-йышĕ

Шырав машини

Тĕп статья: Кукăль (шырав системи)

Ытти сервис

Ырă кăмăллăх

Тĕп статья: Google Foundation

Google тата пĕрлĕх

Тиркени

Тĕп статья: Кукăле тиркени

Кукăль логотипĕсем

Кукăль логотипĕ уявсемпе каçалăксенче — хăйĕн тата паллă çынсен — урăхланать. Çак кунсенче ятăн сасă паллисем темăн тăван ӳкрчĕкĕн пайĕ пулса тăраççĕ. Юлашки пиллĕк çулта вĕсен авторĕ — Деннис Хванг (акăл. Dennis Hwang).[8]

Асăрхавсем

Вуламалли

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.