Remove ads
From Wikipedia, the free encyclopedia
Сергей Брин – (01.08.1973, Мускав, ССРП çур.[1][2][3] ) - шутлав техники тата информаци технологисем енĕпе ĕçлекен ăсчах тата бизнесмен,миллиардер [4] - Ларри Пейджпа пĕрле Google шырав системине никĕслекен. Калифорнири штатĕнчи Лос-Альтос хулинче пурăнать.
Брин Сергей Михайлович | |
Çуралнă вăхăт: | 1973, çурла, 1 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Мускав, РСФСР, ССРП |
Патшалăх: | |
Ăслăх сфери: | шутлав техники тата информаци технологисем* Экономика |
Альма-матер: | Мэриленд университечĕ, Колледж-Парк , Стэнфорд университечĕ |
Паллă: | Google Inc. никĕслевçисенчен пĕри, технологие шутласа кăларас енĕпе корпорацин президенчĕ, Google шырав машини тата онлайн реклама технологине аталантараканĕ |
Чыславсемпе парнесем |
|
Сайт: | Google.com – Sergey Brin |
Forbes журнал пĕлтернĕ тăрăх, 2016-мĕш çулта 34,4 миллиард долларпа планетари чи пуян çынсем хушшинче 13-мĕш вырăна йышанать[5].
Мускаври еврей килйышĕнче çуралнă, 1979-мĕш çулта килйышĕпех Америкăна пуранма куçса кайнă. Ашшĕпе амăшĕ Мускав патшалăх университечĕн механика-математика факультетĕнче вĕренсе тухнă.
Мэриленд университетĕнче бакалавр дипломне илнĕ хыççăн Стэнфорд университетĕнче магистр дипломне илнĕ. Информцин структурăламан пысăк массивĕсене тĕпченĕ.
1995-мĕш çулта Стэнфорд университетĕнче Брин тепĕр математик-аспирантпа - Лэрри Пейджпа паллашнă. Унпа пĕрле вĕсем 1998-мĕш çулта Google комапанине никĕсленĕ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.