From Wikipedia, the free encyclopedia
Калюк (вăйпа тĕне кĕртнĕ хыççăнхи ячĕ — Иван Андреев) — XVIII ĕмĕрти чăваш паттăрĕ. Вăл Шупашкар районне кĕрекен Анат Кĕнер (Çӳлтикасси) ялĕнче çуралнă.
XVIII ĕмĕрти Емельян Пугачёв ертсе пынă çĕр ĕçтешĕсен вăрçи Чăваш Енре те, чăвашсем пурăнакан ытти вырăнсенче те тăван халăх ирĕклĕхĕшĕн кĕрешекен пин-пин паттăр çуратнă. Ун чухне кашни ялта çавăн пек паттăрсем пулнă.
Калюк вара халăха пусмăрçăсене хирĕç çĕкленме чĕнет. Мамка ялĕнчи Ресванпа пĕрле, Пайраш ялĕнчи Якурккăпа пĕрле вĕсем пăлхав туса, чиркӳ япалисене туртса илсе халăха валеçсе панă. Çак тапхăра В.Д. Дмитриев питĕ тĕплĕн тĕпченĕ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.