Воронеж фрончĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
From Wikipedia, the free encyclopedia
Воронеж фро́нчĕ — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнчи Хĕрлĕ Çарăн операци пĕрлешĕвĕ. Воронежа хӳтĕленĕ Брянск фрончĕн çар чаçĕсенчен 1942 çулхи утăн 7-мĕшĕнче йĕркеленĕ. 1943 çулхи юпан 20-мĕшĕнче Воронеж фронтне 1-мĕш Украина фрончĕ ят панă.
Воронеж фрончĕ Вр.Ф | |
ХВ эмблеми | |
Пулнă çулсем | утă, 7, 1942 ç. - юпа, 20, 1943 ç. |
---|---|
Патшалăх | СССР |
Пăхăну | фронт çарпуçне |
Тĕс | фронт |
Унăн шутĕнче | управлени (штаб), пĕрлешӳсем, вăрçă чаçĕсем тата йĕркеленӳсем |
Функци | хӳтĕлев, тапăну |
Йышĕ | йĕркелев |
Хутшăнни | Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче |
Командирсем | |
Паллă командирсем | Çарсен çарпуçĕсем, ят-йыша пăхăр |
1942 çулхи утă уйăхĕнче Воронеж фрончĕ Воронеж-Ворошиловград операцине хутшăннă, кайран тăшманăн Сталинградпа Кавказ çине куçарса каймалли çарĕсене чарса тăнă. Сталинград патĕнчи хирĕç тапăнура фронт Кăнтăр-Анăç фрончĕн çарĕсемпе пĕрле раштавăн иккĕмĕш çурринче Вăта Дон операцинче 8-мĕш итал çарне аркатнă.
1943 çулхи кăрлач уйăхĕнче Воронеж фрончĕ Острогож-Россошань операцине, кăрлач-нарăс уйăхĕсенче Брянск фрончĕпе пĕрле — Воронеж-Касторна операцине, нарăс-пуш уйăхĕсенче — Харьков тапăну операцине ăнăçлă иртернĕ, çав çапăçусенче Курск, Харьков, Льгов хуласене тăшманран хăтарнă. Пушăн 16-мĕшĕнче (урăх хыпарсемпе пушăн 14-мĕшĕнче) фронт çарĕсем Харьков хăварнă та (Харьков хӳтĕлев операцийĕ), Сумы хулинчен тухăç енче, Белгородран çурçĕрелле, Север Донецĕ тăрăх, Чӳкуйе çити çирĕпленсе, нимĕç-фашист çарĕсене чарса лартнă.
Курск çапăçавĕнче Воронеж фрончĕ, Хирти фронтпа пĕрле тăшмана Белгород-Харьков операцинче çĕмĕрсе тăкать. Авăн — юпа уйăхĕсенче фронт çарĕсем, Тăнăвар çапăçавĕ тапхăрĕнче, Сумă-Прилук операцине хутшăннă, Тăнăвара каçса Кейӳрен çурçĕр тата кăнтăр енчи операци валли кирлĕ плацдармсене ярса илнĕ, çак ĕнтĕ Кейӳ хулине ирĕке кăларма тата Сылтăм çыранри Украинăн территорине тăшманран тасатма çул уçнă. Юпан 20-мĕшĕнче Воронеж фронтне 1-мĕш Украина фрончĕ ята панă. Çак ячĕпех фронт Берлина илсе, Прагăна ирĕке кăларса Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине вĕçлет.
Малтанах фронта кĕнĕ:
малашне:
Ку СССР Хĕçпăшаллă вăйĕсем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.