Виктор Петрович Вишневский (24.11.1804, Сăкăт ялĕ, Етĕрне уесĕ (халĕ Вăрнар р-нĕ) – 30.12.1885, Хусан) – христианлăх çутĕçĕн ĕçлевçи, Турă сăмах ăслăхĕн магистрĕ, философи профессорĕ (1828), Хусан университечĕ çумĕнчи Сăмахлăха юратакан пĕрлĕлĕхĕн чăн пайташĕ (1833), Вырăс географи пĕрлĕлĕхĕн корреспондент-пайташĕ (1852)[1][2].
Вишневский хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
В.П.Вишневский хальхи Чăваш ЕнтиВăрнар районĕнчи Сăкăт ялĕнче Пётр Стефанов сăваплăхçăкилйышĕнче çуралса ÿссе çитĕннĕ. Хусанти чиркӳ семинаринче вĕреннĕ чухне чи лайăх вĕреневçĕ шучĕпе Мускаври тĕн академине (Мускаври унчченхи славян-грек-латынь академийĕнчен шăтса тухнă) куçараççĕ, унта вăл 1822-1826-мĕш çулсенче пĕлӳ илнĕ. 1826–42 çулсенче Хусанти тĕн семинарийĕнче ĕçленĕ. 1928-мĕш çулта философи профессорĕн ятне илнĕ. Петĕр-Павăл соборĕнче иерей (1928) тата протоиерей (1931) пулса ĕçленĕ.
1843-çултанпа Вишневский – мари тата чăваш халăхĕсен миссионерĕ, епархи консисторин пайташĕ, благочиннăй тата цензор (1848).
1851-мĕш çулта ăна Хусан Кремлĕнче вырнаçнă Пăлхавăшни кафедрăлла собора куçараççĕ, епархин вĕренӳ керменĕсене тытса тăракан Хусанти академи конференцине суйлаççĕ (1850). Саваплă Гурий Тăванлăхĕн уставне çыраканĕ тата йĕркелекенĕ, мĕн виличченех унăн пайташĕ шутланать.
Хусанти тĕн академийĕнче чăваш тата мари чĕлхисене тата этнографие вĕрентнĕ (1854–56).
В.П.Вишневский авланнă çын пулнă, мăшăрĕпе иккĕшĕ вĕсем икĕ ача (София тата Андрей) çитĕнтернĕ.
Виктор Петровичсен йăхне хăçан "Вишневский" хушамат пырса çыпçăнни паллă мар. Ахăртнех, тĕнпе çыхăннă çынсен ку тĕлĕшпе пыракан традицийĕсене шута илнĕ пулмалла.
Иван Васильевич Вишневский (1813—1904) — 1860-1979-мĕш çулсенче Чĕмпĕрти гимназин директорĕ пулнă. Çапла вара шăпах вăл директор пулма пăрахнă çул вăл гимназире В.И.Ульянов (Ленин) вĕренме пуçланă.
Вишневский В.П. «Рассуждение о действительной нужде и важности звания и избрания пастырей по известному чину и порядку» (против квакеров, напечатал в «Трудах воспитанников московской академии 1836 г.», Москва, 1828 – 1829 гг.),
Вишневский В.П. Слова, сходные в чувашском, татарском, черемисском языках. (Алçыру)
Вишневский В.П. О чувашском языке. // Жн. "Заволжский муравей", №20, 1832
Вишневский В.П. Начатки христианского учения, или краткая священная история, краткий катехизис и десятисловие на чувашском языке. 1832
Вишневский В.П. Начертание правил чувашского языка и словарь, созданные для духовных училищ Казанской епархии. Казань, 1836.
Вишневский В.П. О религиозных поверьях чуваш. Хусан, 1846.
Вишневский В.П. Поучения о тщете чувашских поверий. 1846. (Алçыру)
Вишневский В.П. О религии некрещеных черемис; из записок миссионера"(Казань,1856; перевел на французский язык, СПб., 1859 год)
Вишневский В.П. Письменная культура раннего просветительства. Сост.и примеч. В.Г. Родионова.- Чебоксары: Изд-во Чувашского госуниверситета, 2004. – 608 с.
В.П.Вишневский ячĕпе çыхăнтаракан чăваш букварĕ
1832-мĕш çулта тухнă кĕнеке: «Начатки христианского учения, или краткая священная история, краткий катехизис и десятисловие на чувашском языке». Çав кĕнекере«Букварь для обучения чтению по-чувашски» пур[9]. Çапла вара В.П.Вишневские чи малтанхи чăваш букварĕсенчен пĕрин авторĕ теме пулать ним иккĕленÿсĕрех.
Буварьне чăвашла "Хотла вĕренесшĕн чăваш чĕлхипе" (Хотла вирянасъ-шинъ чуваш чильхи-бе) тесе ят панă[10].
1846-мĕш çул тĕлне В.П.Вишневский "Поучения о тщете чувашских поверий" текен алçыру хатĕрлесе çитернĕ. Мĕн япала-ха вăл? Унта мĕнпурĕ вунпĕр чăвашла çырнă ÿкĕт. Гомилетика литературин тĕслĕхĕсем теме пулать вĕсене. Çак ÿкĕтсене хак пама Оренбургри тĕн семинарийĕнчи чăвашла вĕрентекен çын патне ярса панă. Лешĕ (вăл кам пулни паллă мар) 1848-мĕш çулхи мартăн 23-мĕшĕнче лайăх рецензи çырса ярать[11]. Апла пулин те алçыру пичетленмен пулмалла. Паянхи кунччен те. Хăшпĕр сыпăкĕсене çеç В.Г.Родионов хăйĕн ĕçĕсенче иле-иле кăтартнă.
В.П.Вишневский тĕн енĕпе чăвашла çырнă ытти хăшпĕр текстсем те чăваш литературин пайĕ пулса тăраççĕ.
Апостолпа тан Сăваплă Владимир кнеçĕн 3-мĕш капашри орденĕ
Энциклопедия Вурнарского района: Сб.научных статей. Сост . В.А. Иванов, М.А.Васильев.- Чебоксары: ГУП «Чувашия», 2005.- 301 с.
Родионов В.Г. Виктор Вишневский и этапы становления чувашской письменной культуры. Ч., 2004;
Петров Н.П. Чувашский просветитель дояковлевского периода магистр богословия протоиерей Виктор Вишневский (1804-1850) //Известия Национальной академии наук и искусств Чувашской Республики. 2003 № 4. С..84-92.
Петров Н.П. Магистр богословия Виктор Вишневский и его роль в истории старочувашской письменности и литературного языка. Ч., 2004.