From Wikipedia, the free encyclopedia
Венера — Хĕвел системин Хĕвелтен иккĕмĕш утăмри планета.
Орбита хаклăхĕсем | |
---|---|
Афели | 108 942 109 км 0,72823128 а. е. |
Перигели | 107 476 259 км 0,71843270 а. е. |
Мăн çурма тĕнĕл | 108 208 930 км 0,723332 а. е. |
Орбитăн эксцентриситечĕ | 0,0068 |
Орбитăн тапхăрĕ | 224,70069 |
Синод тапхăрĕ | 583,92 кунсем |
Орбиталлă хăвăртлăх | 35,02 км/ç |
Тайлăм | 3,86° (о. с. э.) |
Хăпаракан çыххин долготти | 76,67069° |
Перицентр аргуменчĕ | 54,85229° |
Спутниксем | çук |
Физикăллă хаклăхсем | |
Вăтам радиус | 6051,8 ± 1,0 км |
Çийĕн лаптăкĕ | 4,60×108 км² 0,902 Çĕр |
Чăмăртану | < 0,0002 |
Калăпăш | 9,38×1011 км³ 0,857 Çĕр |
Йывăрăш | 4,8685×1024 кг 0,815 Çĕр |
Вăтам тачăлăх | 5,204 г/см³ |
Экватăрти йывăрăш вăйĕ | 8,87 м/с² 0,904 g |
Иккĕмĕш космос хăвăртлăхĕ | 10,46 км/ç |
Сидериллĕ çаврăну тапхăрĕ | 243,0185 кунсем |
Экватарти çаврăш хăвăртлăхĕ | 6,52 км/ч |
Планетăн çаврăнăш тĕнĕл тайăлăвĕ | 177,36° |
Тӳррĕн хăпарни, çурçĕр полюсĕнче | 18 ч 11 мин 2 с 272,76° |
Тайлăмĕ | 67,16° |
Альбедо | 0,65 |
Çăлтăрăн курăнуллă виçи | −4,7 |
Кĕтес пысăкăшĕ | 9,7" — 66,0" |
Температура | |
Чи сивви | |
Вăтам | 735 К (461,85 °C) |
Чи вĕри | |
Атмосфера шучĕсем | |
Атмосфера пусăмĕ | 9,3 МПа |
Шучĕсем | ~96,5 % Угл. газ ~3,5 % Азот 0,015 % Серăн диоксичĕ 0,007 % Аргон 0,002 % Шыв пăсĕ 0,0017 % Сĕрĕм 0,0012 % Гели 0,0007 % Неон (йĕрисем) Углеродăн сероксичĕ (йĕрисем) Хлороводород (следы) Фтороводород |
Кĕскетнисен таблици | |
о. с. э. | Хĕвел экваторĕнчен шутласан |
Венера — шалти планета, çĕр тӳпинче Хĕвелтен 48° ытларах тармасть. Венера — тӳпере чакăрлăхпа виççĕмĕш объект; ялкăшăвĕпе унтан çутăраххи — Хĕвелпе Уйăх. Этемлĕхе вăл авалтанах паллă пулнă.
Чăвашла ăна Шурăмпуç çăлтăрĕ теççĕ.
Венерăпа Хĕвел вăтам хушă 108 млн км (0,723 а. в.). Унăн орбити çаврашка патнелле — эксцентриситечĕ 0,0068 тан çеç. Хĕвел тавра çаврăнав тапхăрĕ 224,7 талăка çитет; орбитăри вăтам хăвăртлăхĕ — 35 км/с. Эклиптика лаптăклăхĕпе орбита тайлăкĕ хушши — 3,4°.
Çĕр патнелле чи çывăх планета пулсан та Венера çийне тĕпчеме анчахрах тытăннă. Планета çийĕ пĕлĕтпе витĕннипе тĕпчеме йывăр. Пĕлĕтсем çук пулсан та, Венера атмосферин тачăлăхĕ витĕр çутă япăх тухать.
Венера атмосфери ытларахăшпе углекислый газпа (96 %) азотран (4 % яхăн) тытăнса тăрать. Шыв пăсĕпе йӳçлек шучĕ питĕ сахал (0,02 % тата 0,1 %). Çийĕнчи пусăмĕ 93 атм, температури — 737 К. Çапла вара унта Хĕвел патне иккĕ хутчен çывăхрах Меркури çийĕнчи температурăран хĕрӳрех. Сăлтавĕ — тачă углекислотлă атмосфера тăвакан парник эффекчĕ. Венера атмосферин тачăлăхĕ шыв тачăлăхĕнчен 14 хутчен сахалтарах. Планета мăран çаврăнать пулин те кăнтăрлахипе каçхи енĕсен температура уйрăмлăхĕ çук — атмосферăн ăшă инерцийĕ çав тери пысăк.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.