From Wikipedia, the free encyclopedia
Ресурссене пĕрлĕ кăтартаканĕ (акăл. URL — Uniform Resource Locator) — ресурсăн пĕр евĕр локаторĕ (вырнаçнă тĕлне палăртаканĕ). Акăлчанла «URL» пĕтĕмпе /ɜː(ɹ)l/ çапла вуланать, вырăсла ăна тăтăшах [у-эр-э́л], [ю-эр-эл] е [урл] (сленг) теççĕ. Малтан вăл Universal Resource Locator — ресурсăн универсаллă локаторĕ пулать. URL — ку Тетел ĕрешĕнчи ресурссен адресне çырмалли виçе йĕркиллĕ меслет.
URL локатора 1990 çулта Европăн ядерлă тĕпчевĕсен канашĕнче (фр. Conseil Européen pour la Recherche Nucléaire, CERN, Женева, Швейцари) ĕçлекен Тим Бернерс-Ли шутласа кăларнă. URL Интернетăн тĕплĕ инновацийĕ пулса тăрать. Малтанах URL Пĕтĕм тĕнче эрешĕн ресурсĕсен (тăтăшах файлсен) вырăнне палăртма туса хунă. Халĕ URL локаторпа Интернет ресурсĕн пĕтĕм адреспа кăтартаççĕ. URL стандартне RFC 1738 документĕнче çирĕплетнĕ, малтанхи версийĕ RFC 1630 документпа пулнă. URL халĕ URI ресурсĕсене идентификацилекен пĕрлĕ системин пайĕ шутланать, URL термина майĕпен URI анлă терминпа улшăнса пырать. URL стандартнее IETF йĕркелӳпе унăн уйрăмĕсем тытса пыраççĕ.
Чи малтанах URL локатора эрешĕн ресурсĕсен вырăнне кăтартмалли система евĕр хатĕрленĕ. Локатора çăмăллăн анлăлатма тата ASCII‐символсен (тĕслĕхрен, пушăна нихăçан та URL-та усă курман) сайра йышĕпе кăна усă курма пултарать. Çапла вара, URL çырма çак ĕлкĕ йăли пулса тухать:
<схема>://<логин>:<вăрттăн сăмах>@<хост>:<порт>/<URL‐йĕрĕ>
Çак çырăвра:
Паян куна, Тим Бернес-Ли асăннипе, URL структуринчи икĕ чалăш йĕрлĕ символ ытлашши шутланать[1].
URL схемисем (протоколĕсем) шутне кĕреççĕ:
URL экзотика схемисем:
Тетелре URL адресĕсене уçни çĕнĕ ĕç пулса тăрать. Ачах та URL стандарчĕн çитменлĕхĕ — унта символсене те çырма май çук, латин сасă палли, цифрăсене тата хăшпĕр чарăну паллисен çеç çырма пулать. Эхер те эпир URL стандарчĕпе кириллица символĕсене еиероглифсене, е, калăпăр, франци чĕлхин ятарлă символĕсене кăтартас тесен, кирле паллăсене ятарлă мелпе тепĕр хутчен кодăламалла.
Вырăс чĕлхиллĕ Википедире кунсерен URL кодăланă тĕслĕхсене курма тивет, мĕншĕн тесен вырăс чĕлхи кириллица символĕсемпе усă курать. Тĕслĕхрен, çакăн пек йĕркене:
http://ru.wikipedia.org/wiki/Микрокредит
URL стандарчĕпе çапла кодăлаççĕ:
http://ru.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0%B8%D0%BA%D1%80%D0%BE%D0%BA%D1%80%D0%B5%D0%B4%D0%B8%D1%82
Çак пек ĕлкĕлени икĕ тапхăрлă пулать: малтан кириллицăн кашни символне Юникодра (UTF-8) икĕ байт тĕсĕпе кодăлаççĕ, кайран çак улă-хыçлăхăн кашни байтне вунулттăллă евĕр кăтартаççĕ:
М → D0 и 9C → %D0%9C и → D0 и B8 → %D0%B8 к → D0 и BA → %D0%BA р → D1 и 80 → %D1%80, т. ыт. те
Вунултталлă кодпа çырнă çакăн пек кашни байт умĕн, URL спецификаципе килешӳллĕ[2], процент (%) паллине лартаççĕ — çакăнтан URL тата URI системинче символсене кодăламалли меслете кăтартакан «percent‐encoding» акăлчан терминĕ çуралнă.
URL стандарчĕпе кăтартайман символсем çак йĕркепе кодăлаççĕ:
" | #[3] | % | &[3] | ' | * | ,[3] | :[3] | ;[3] | < | > | ?[3] | [ | ^ | ` | { | | | } | <пушă> |
%22 | %23 | %25 | %26 | %27 | %2a | %2c | %3a | %3b | %3c | %3e | %3f | %5b | %5e | %60 | %7b | %7c | %7d | %20[4] |
http://ru.wikipedia.org/wiki/URL http://en.wikipedia.org:80/wiki/Special:Search?search=train&go=Go ftp://myname:mypass@myhost.com:21/etc/motd prospero://myhost.dom//pros/somename file://vms.myhost.edu/disk$user/my/notes/note123.txt
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.