Internet Movie Database
From Wikipedia, the free encyclopedia
Internet Movie Database (IMDb, акăл. Тетелри фильм хыпарĕсен бази) — синематографăн тĕнчери чи пысăк хыпар базипе веб-сайчĕсем. Хыпар базине чылай шучĕпе ирĕк кăмăлпа ĕçлекенсем тăваççĕ, çавăнпа та хăш енĕпе вăл вики-концепцине çывăх. Базăна 950 пин ытла фильмпа телесериал хыпарне, çаплах 3 млн. актёр, режиссёр тата кино ĕçĕпе тăрмашакан ытти профессионал пирки хыпар кĕртнĕ.
Краткие факты URL:, Коммерци: ...
The Internet Movie Database | |
URL: | IMDb.com |
---|---|
Коммерци: | Çапла |
Сайт тĕсĕ: | Фильмсен, телекăларăмсен тата компьютер вăййисен хыпар бази |
Регистраци: | Кирлех мар |
Чĕлхе(сем): | акăлчан чĕлхи |
Харпăрçă: | Amazon.com |
Автор: | Кол Нидхэм |
Хальхи статус: | Хастар |
Internet Movie Database Викиампарта |
Закрыть
1998 çултанпа IMDb хыпар базине «Amazon.com» компани тытса пырать. IMDb пуххинчи пур хыпарĕпе те тӳлевсĕр усă курма юрать, IMDb.com сайчĕ ирĕклĕ усă курмалли программа хатĕр никĕсĕпе (Apache, Perl тата ыт. те) ĕçлет. «Alexa» рейтинг агентстви хыпарланипе, imdb.com сайт пĕрмаях Тĕнче эрешĕн çĕр ушкăн йышне кĕрет.