From Wikipedia, the free encyclopedia
Ямал-Ненец автономиллĕ тăрăхĕ (кĕске — ЯНАТ; нен. Ямалы-Ненёцие автономной окрук, выр. Ямало-Ненецкий автономный округ, ЯНАО) — Раççей Федерацийĕн субъекчĕ[2][3][4]. Тĕмен облаçĕн йышне кĕрет.
Ямал-Ненец автономиллĕ тăрăхĕ | |||||
| |||||
Тĕп хули | Салехард | ||||
---|---|---|---|---|---|
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
5 769 250 км² | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе |
72 | ||||
Федераци тăрăхĕ | Урал федераци тăрăхĕ | ||||
Экономика регионĕ | Анăç-Çĕпĕр экономика районĕ | ||||
Регион номерĕ | 89 | ||||
Патшалăх чĕлхисем | Ненец чĕлхи, Вырăс чĕлхи | ||||
Губернатор | Артюхов Дмитрий Андреевич | ||||
Гимн | Ямал-Ненец автономиллĕ тăрăхĕн гимнĕ | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ Екатеринбург вăхăчĕ, UTC+5 |
Автономи тăрăхĕн администраци центрĕ — Салехард хули.
ЯНАТ — Раççей регионĕсенчен пĕрри (ХМАТ тата Ингушети пекех), ăçта унăн администраци центрне пысăкрах хуласем (Çĕнĕ Уренгойпа Ноябрьск хулисем) пур.
ЯНАТ çурçĕр-хĕвеланăç енче Архангельск облаçĕпе те (пĕр вăхăтра) Ненец автономиллĕ тăрăхĕпе, хĕвеланăç енче Коми Республикипе, кăнтăр енче Хантă-Манси автономиллĕ тăрăхĕ — Югрăпа, хĕвелтухăç енче Красноярск Енĕпе чикĕленет, çурçĕр енче Кара тинĕсĕпе юнашар вырнаçнă.
1930 çулхи раштавăн 10-мĕшĕнче йĕркеленнĕ.
Тăрăх Анăç-Çĕпĕр тӳремĕн арктика йăрăмĕнче, Раççейĕн Инçет Çурçĕр варринче вырнаçнă, 769250 çм² лаптăк çĕр йышăнать, ку вара Франци территоринчен 1,5 хут пысăкрах.
Автономиллĕ тăрăхĕн материкри çурçĕр çĕрĕ çурçĕр ширтин 73° тĕлĕнче, Çурçĕр Поляр çавринчен 800 çм пулать. Тăрăхăн çурри ытла территорийĕ Поляр çавринче, пĕчĕк пайĕ Урал ту хысакĕн тухăç айăккинче вырнаçнă. Тăрăх территорине Ямал çурутравĕ кĕрет.
Климата ĕмĕрхи шăнлăх, сивĕ Кар тинĕсĕ çывăх пулни, кӳлмек, юханшыв, кӳлĕ, шурлăх йышĕ чылай пулни палăртать. Пĕтĕмĕшле каласан, тăрăхра вăрăм хĕл (8 уйăха çити), кĕске çу, çил-тăвăлĕ хăватлă, юр витĕмĕ çӳхе. Сывлăшăн çулри вăтам температура шăнтнă, Инçет Çурçĕрте вăл −10° С таять. Хĕллехи чи сивĕ температура −59° С çити анать. Çулла, утăра, пĕтĕм территоринче +30° С таран ăшăнать. Часах магнит тăвăлĕсем, сопровождаемые полярным сиянием.
Тăрăх территорийĕ тĕппипе виçĕ климат йăрăмĕнче: арктика, субарктика тата Анăç-Çĕпĕр айлăмĕн çурçĕр йăрăмĕ. Арктика пайĕн климачĕ тăсăлăвлă, сивĕ те хаяр хĕллĕ, вичкĕн çиллĕ, шарламаллă тата пĕрмайхи тăвăллă (чи сивĕ температура: -59° С), нӳрĕк сахал, кĕске çу (50 кун), тачă тĕтреллĕ.
Субарктика йăрăмĕ Ямал çурутравĕн кăнтăр пайне йышăнать. Кунта климат ытларах континентлă: çумăр çăвĕпе, 68 кун çăвать.Анăç-Çĕпĕр айлăмĕн çурçĕр (тайга) йăрăмĕн климачĕ вичкĕн континентлă, вăтам температура кунта ăшăрах, çулла ăшă та нӳрĕк (100 куна таран).
Тăрăх территори рельефĕ тӳрем, тундра тата вăрманлă тундра, çав тери нумай кӳлĕ, шурлăх тата сăртсем. Тăрăх анăçĕнчи ту массивĕ 200 çм тăсăлать, çӳллĕшĕпе 1,5 пин м çитет.
Регионăн шыв пурлăхĕ пуян та тĕрлĕ тĕслĕ. Кар тинĕсĕ хĕрринче, чылай кӳлмек тата тута, юханшыв, кӳлĕ, шурлăх, çĕр айĕнчи шыв. Обь тути — Кар тинĕсĕн кӳлмекĕ, раççей Арктикин пысăк тинĕс кӳлмекĕсенчен пĕри, унăн тĕкĕр лаптăкĕ — 44 çм². Тарăх территоринче 300 пине яхăн кӳлĕ тата 48 пин юханшыв, чи пысăккисем —Обь вăрринче, çаплах Надым, Тас тата Пур. Обь, Раçсейри тăсăлăвлă юханшывсенчен пĕри, тăрăхра хăватлă икĕ юхăмпа юхать. Çĕрай шывĕсен артези пĕтĕм бассейнĕ 3 млн çм², çав шутра терма шыв янтти те.
Регион Раççейре кăмрăкамăш, уйрăмах çутçанталăк газĕпе, нефтьпе, малти вырăнсенче шутланать. Тăрăх территоринче çак çĕр управĕсем пур:
Тундрăн 50 миллион гектарĕнче 600 пине яхăн çурçĕр кил пăланĕ— тĕнчери чи йышлă кĕтӳ! — ӳсет. Çутçанталăк кунта тĕнчери сиг пуллин (муксун, горбуша, нельма) 70 процентне упраса усрать.
Ямал-Ненец автономиллĕ тăрăхне (малтан наци шайĕпе) Урал облаçĕнче 1930 çулхи раштав, 10 йĕркеленĕ. Каярах Обь-Иртыш тата Омск облаçĕсене, 1944 çулхи çурла, 14 тăрăха Тĕмен облаçне кĕртнĕ. 1977 çултанпа автономии стусĕллĕ, 1991 çулхи юпа, 18 Ямал-Ненец республикин суверенитет декларацине йышăннă, 1992 çултанпа, Федераци килĕшĕвне кĕрсен, РФ тулли праваллă субъект пулса тăрать.
Кунта пурăнакан халăх — 538575 çын (2008). Йышлăхĕ — 0,7 çын/км² (2008), хуларисем — 85,0% (2008).
1959, 1970, 1979, 1989 тата 2002 çулсенчи халăха çырнисемпе, халах йышĕ çапла пулнă:
Халăх | 1959 | 1970 | 1979 | 1989 | 2002 (* 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.) |
---|---|---|---|---|---|
Вырăссем | 27 789 (44,58%) | 37 518 (46,91%) | 93 750 (59,02%) | 292 808 (59,17%) | 298 359 (58,9%) |
Украинсем | 1 921 (3,08%) | 3 026 (3,78%) | 15 721 (9,90%) | 85 022 (17,18%) | 66 080 (13,03%) |
Ненецсем | 13 977 (22,42%) | 17 538 (21,93%) | 17 404 (10,96%) | 20 917 (4,23%) | 26 435 (5,21%) |
Тутарсем | 3 952 (6,34%) | 4 653 (5,82%) | 8 556 (5,39%) | 26 431 (5,34%) | 27 734 (5,47%) |
Беларуссем | ... | 808 (1,01%) | 2 121 (1,34%) | 12 609 (2,55%) | 8 989 (1,77%) |
Хантăсем | 5 519 (8,85%) | 6 513 (8,14%) | 6 466 (4,07%) | 7 247 (1,46%) | 8 760 (1,76%) |
Азербайджансем | ... | ... | ... | 3 418 (0,69%) | 8 353 (1,6%) |
Пушкăртсем | ... | ... | ... | 6 830 (1,38%) | 7 932 (1,56%) |
Хăй халăхне палăртман çын | ... | ... | ... | ... | 7 331 (1,45%) |
Комисем | 4 866 (7,81%) | 5 445 (6,81%) | 5 642 (3,55%) | 5 746 (1,16%) | 6 177 (1,22%) |
Молдавансем | ... | ... | ... | 5 570 (1,13%) | 5 400 (1,07 %) |
Селькупсем | 1 245 (2,00%) | 1 710 (2,14%) | 1 611 (1,01%) | 1 530 (0,31%) | 1 797 (0,35%) |
5 пин ытла çынлă пурăнан вырăнсем 2008 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне | ||||||||||||||||||||||||||||
|
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.