Юр ишĕлĕвĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Юр ишĕлĕвĕ, Лавина (ним. Lawine, кайранхи латтыньле labina — шуса анни) — чăнкă сăртсем тата тусем çинчен 20—30 м/с хăвăртлăхпа шуса е йăтăнса анакан юр массисем[1]. Анакан юрпа пĕрлех час-часах лавина умĕнхи сывлăш хумĕ те пулать, вăл чи пысăк аркатусем тăвать[1].
Калас пулать, тусем-сăртсем питех çук çĕрте те юр йăтăнса анассисем пулма пултараççĕ (калăпăр, çуртсемпе ытти хапавсен тăррисенчен). Анчах та ку статья унашкал пулăмсем пирки мар.