From Wikipedia, the free encyclopedia
Эвенк чĕлхи, (кив. тунгус чĕлхи) — эвенксен чĕлхи. Раççейĕн Хĕвел тухăç Çĕпĕртерриторинче — Ениçейĕн сулахай çыранĕнчен пуçласа Сахалина çити (35,5 пин çын 2002), çаплах 9 пине яхăн çын пурăнать, çав шутра солонсем — Китайăн çурçĕр енче (Шалти Монголи, Синьцзян-Уйгур автономи районĕ) тата Монголире. Эвен тата негидаль чĕлхисемпе пĕрле тунгус-маньчжур чĕлхисен çурçĕр ушкăнне кĕрет.
Эвенк чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | Эвэды̄ турэ̄н |
Патшалăхсем: | Раççей, Китай, Монголи |
Регионсем: | Хĕвел тухăç Çĕпĕр |
Калаçакансен пур йышĕ: | 44500 |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Алтай çемьи
| |
Çырулăх: | кириллица (Эвенк çырулăхĕ) |
Чĕлхе кочĕсем | |
ГОСТ 7.75–97: | эвк 825 |
ISO 639-1: | — |
ISO 639-2: | — |
ISO 639-3: | evn |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Çурçĕр, кăнтăр тата мал пуплевĕсене уйăраççĕ. Фонетика пахалăвĕсемпе «ха-калакан», «касакан» и «чашлакан» диалектсем пулаççĕ. Солон диалектне хăш чухне уйрăм чĕлхе шутне кĕртеççĕ. Литература чĕлхине кăнтăр пуплевĕн непс (1953 ç. — полигусов) калаçавĕн никĕсĕпе йĕркеленĕ. Эвенк чĕлхинче уçă сасăсен пахаллă-шутлă гармонин кăткăс (пусмаллă) саккунĕ пур. Грамматика йĕркипе суффикслă-агглютинатилă тĕсĕн чĕлхисен йышне кĕрет. Лексика енĕпе якут тата бурят чĕлхисене çывăх, вырăс чĕлхинчен илнĕ сăмахсем те пур.
Раççейре çырулăхне 1929 çултанпа латин графикипе, 1937 çултанпа — вырăс алфавичĕн никĕсĕпе. Китайпа Монголире, официаллă çырулăхĕ çук пулнипе, эвенк тексчĕсене Кивĕ монгол çырăвĕпе çырнă. Китайра çаплах пиньиньпе тата китай иероглифĕсемпе хайланă. Уйрăм çыру çăлкуçĕсем XIX ĕмĕр тĕлнелле пулаççĕ[1].
Эвенк чĕлхине ача-пăча сачĕсенче, пуçламăш шкулта, хăш чухне 8-мĕш класа çити факультатив шайĕпе, вĕрентеççĕ. Санкт-Петербургри, Якутскри, Хабаровскри, Улан-Удэри аслă пĕлӳ керменĕсенче тата Игаркăри, Николаевск-Амур-çинчи наци педучилищисенче усă кураççĕ.
Вĕренӳ литературине хатĕрленĕ, илемлĕ литература аталанать. Турара эвенк чĕлхиллĕ страницăллă «Эвенкийская жизнь» хаçат тухать.
1989 çулхи халăх çыравĕпе, эвенк халăхĕн йышĕ Раççейре 29 957 çын пулать. Вĕсенчен эвенк чĕлхине тăван вырăнне 26,1 % (1979 çулта — 20,7 %) хурать. Ирĕклĕ эвенк чĕлхипе 45,1 % калаçнă, вырăс чĕлхипе — 75,2 %. Тăван чĕлхепе калаçакансен йышĕ регионтан килет — тĕслĕхрен, Амур тата Чита (халĕ — Байкал лешьен) облаçĕсенче тăван чĕлхене 98 % эвенк, Иркутск облаçĕнче — 47 %, Бурятире тата Якутире — 12—15 %.
Чăшлату кĕçĕн ушкăн:
Касакан кĕçĕн ушкăн:
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.