From Wikipedia, the free encyclopedia
Це́зи-137, тата радиоце́зи ятпа паллă — цези элеменчĕн 137 виçеллĕ изотопĕ. Атом реакторĕсемпе атомла хĕçпăшалта атăм тĕшĕ пайланнсан пулать.
Цези-137 Биосферăна варлатакан радиохастар изотопсем хушшинче малти вырăнта. Тăпрапа юшкăнра çирĕп çыханать, шывра ион евĕрлĕ тĕл пулать. Тăварсăр шыври ӳсентрансемпе арктикăри ӳсентрансенче, уйрăмах мăк курăкĕнче нумайрах пухăнать. Чĕрчунсен кĕлеткинче нумайрах чухне мускулсемепе пĕверте пуçтарăнать. Çурçĕр пăланĕпе Çурçĕр Америкăри шывçи кайăксен цези пухас коэффициенчĕ чи пысăкки. Кăмпасемпе мăксенче пухăнать[1].
Ку нуклидăн 1 г радиохастарлахĕ 3,2·1012 Бк яхăн.
Цези-137 137Xe β−-арканăвĕ хыççан пулать. (Çурма аркану тапхăрĕ 3,818(13)[2] мин):
Цези-137 бета-арканупа салансан (Çурма аркану тапхăрĕ 30,17 çул), стабиллă 137Ba пулать:
94,4[3] % аркану хыççăн бари-137 изотопăн 137Bam изомерĕ пулать (Çурма аркану тапхăрĕ 2,55 мин), вăл 661,7 кэВ хăватлă гамма-пайăрка çутатса тĕп тăрăма куçать. Цези-137 пĕр тĕшĕ аркансан петĕмĕшле 1175,63 ± 0,17[4] кэВ хăват тухать.
.
Çутçанталăка изотоп ядерла хĕçпăшала тĕпчене чух тата радиаци аварисем вăхăтенче тухать.
Радионуклид тенчипе сарăлнă. çак радионуклидсен çурринчен ытлашши Украина, Белоруç, тата Раççейĕн Тĕп экономпка районĕнче ӳкнĕ. 1986-мĕш çулта атмосферăри цези-137 çулталăкри вăтам концентрацийĕ 1963-мĕш çулхи таран ӳснĕ (1961-1962-мĕш çулсенче атмосферăра нумай ядерла взрывсем тунипе 1963-мĕш çулта сывлăшра радиоцези концентрациĕ ӳснĕ)[6].
Цези-137 изотопне гамма-дефектоскопсенче, виçекен техникара, медицина препарачĕсене, инструментсене тата апат-çимĕçе радиаципе стерилизацилеме, радиотерапипе сиенлĕ шыçăна сиплеме усă кураççĕ. Тата цези-137 (цези хлоричĕ) радиоизотопла ток çăлкуçĕнче 1,27 Вт/см³ усă кураççĕ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.