![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/e/ec/Flag_of_Khakassia.svg/langcv-640px-Flag_of_Khakassia.svg.png&w=640&q=50)
Хакаси
From Wikipedia, the free encyclopedia
Хакаси е Хакас Республики (хак. Хакас Республиказы, выр. Республика Хакасия), — Раççей Федерацийĕн субъекчĕ, унăн йышĕнчи республика (патшалăх)[1][2]. Хакас-Минусин лакăмĕнче вырнаçнă, Саян-Алтай сăртлăхĕн çурçĕр-анăç енĕсенче лартнă (Кăнтăр-Çĕпĕр туçи агроландшафтлă ен)[3].
Хакас Республики Хакас Республиказы | |||||
| |||||
![]() | |||||
Тĕп хули | Абакан | ||||
---|---|---|---|---|---|
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
46 61 100 км² | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе |
71 530 233 çын патнелле (2023) | ||||
Федераци тăрăхĕ | Çĕпĕр федераци тăрăхĕ | ||||
Экономика регионĕ | Тухăç-Çĕпĕр экономика районĕ | ||||
Регион номерĕ | 19 | ||||
Патшалăх чĕлхисем | хакасла, вырăсла | ||||
Пуçлăх | Коновалов Валентин Олегович | ||||
Гимн | Хакас гимн | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +0700 |
Çĕпĕр федераци тăрăхне кĕрет. Тухăç-Çĕпĕр экономика районĕн пайĕ.
Тĕп хула — Абакан хули.
Хакас Республики çурçĕрпе тухăç енче Красноярск Енпе, кăнтăр енче Тывапа, кăнтăр-тухăç енче Алтай Республикипе, анăç енче Кемĕр облаçĕпе чикĕленет.
1923 çулхи чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Енисей кĕпĕрнин Хакас уесĕ пекех йĕркеленĕ (1925 çултан Çĕпĕр Енĕнчи, унтан Анăç-Çĕпĕр Енĕнчи Хакас тăрăхĕ пекех). 1930 çултан Анăç-Çĕпĕр Енĕнчи Хакас автономиллĕ облаçĕ, 1934 çултан Красноярск Енĕн йышне кĕнĕ.
1991 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче РСФСР-н йышĕнчи автономиллĕ облаç автономиллĕ республикăна туса улăштарнă. 1992 çулхи пуçламăшра хальхи ята илнĕ — Хакас Республики.
Патшалăх чĕлхисем: хакасла тата вырăсла. Таптып районĕнче шор чĕлхи сарăлнă.