Фриске Маррен
Фрисландири община From Wikipedia, the free encyclopedia
Фрисландири община From Wikipedia, the free encyclopedia
Фриске Маррен (фриз. De Fryske Marren, гол. De Friese Meren) — Нидерландӑн ҫурҫӗр енчен вырнаҫнӑ Фрисланди провинцин общини. Ӑна 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче йӗркеленӗ, ун йышне малтанхи Гастерлан-Слеат, Лемстерланд, Скарстерлан тата Боанстерхим общинӑн темиҫе пайӗ кӗнӗ, тӑваттӑшне те ҫав кунах пӑрахӑҫланӑ[8][9]. Общинӑра 51 590 ҫын (2017 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне) пурӑнать, пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 549,06 км² танлашать.
Общинӑна йӗркелесси пирки калакан саккунта ун валли чи малтан Фризе Мерен (гол. De Friese Meren) ята палӑртнӑ пулнӑ[9]. Ку вӑл малтанхи Гастерлан-Слеат, Лемстерланд тата Скарстерлан общинӑсем хатӗрленӗ концепципе килӗшӳллӗн общинӑна сӗннӗ ят пулнӑ. Нидерланд чӗлхипе ку ят «Фриз кӳллисем» тенине пӗлтернӗ[10], ҫапла май ятра ку районти кӳлӗсене палӑртса хӑварас тенӗ. Саккун тӑрӑх Нидерландри хуть те мӗнле община та хӑйӗн ятне пӗр ҫул иртнӗ хыҫҫӑн улӑштарма ыйтма пултарать; ҫапла май, 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа, ҫулталӑк иртсен[11][12], вӑл муниципалитетӑн официаллӑ веб-сайтӑн ятне улӑштарма ыйтнипе пӗрлех Фризе Мерен ята та урӑххи ҫине улӑштарма пултарнӑ. 2015 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнче общинӑн ятне Фриске Маррен (фриз. De Fryske Marren) ҫине официаллӑ майпа улӑштарнӑ.
Общинӑра 41 пурӑну вырӑнӗ пур, вӗсен шутне правлени резиденцийӗ вырнаҫнӑ Яуре те кӗрет. Ҫак хуласемпе ялсем пур: Акмарейп, Аудега, Аудемирдюм, Аудехаске, Аустер-Нейега, Аустерхауле, Бакхёйзен, Балк, Бантега, Борнзваг, Брук, Вегелинсорд, Вейкел, Гойнгарейп, Дейкен, Делфстрахёйзен, Дониага, Идскенхёйзен, Колдерволде, Лангвер, Легенмер, Леммер, Мирнс, Нейемирдюм, Нейехаске, Олдеауэр, Остерзе, Рейс, Рёйгахёйзен, Ротстергаст, Ротстерхауле, Роттюм, Рохел, Синт Николасга, Синтйоханнесга, Слотен, Сникзваг, Сондел, Схарстербруг, Теркапле, Теруле, Терхерне, Тьеркгаст, Фоллега, Харих, Хаскерхорне, Элахёйзен, Эстерга, Эхтен, Эхтенербруг тата Яуре.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.