From Wikipedia, the free encyclopedia
Голланд чĕлхи е Нидерла́нд чĕлхи (de Nederlandse taal, het Nederlands – гооландла калани ) — голландсен чĕлхи, инди-европа чĕлхе çемйин герман чĕлхисен (анăç герман чĕлхисен ушкăнĕн пайĕ) шутне кĕрет.
Голланд чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | Nederlands |
Патшалăхсем: | Нидерландсем, Бельги, Суринам, Нидерландсен Антил утравĕсем, Аруба |
Официаллă статус: | Шаблон:Аруба ялавĕ Аруба Бельги Шаблон:Нидерландсен Антил утравĕсен ялавĕ Нидерландсен Антилĕсем Нидерландсем Шаблон:Суринам ялавĕ Суринам |
Йĕркелекен: | Nederlandse Taalunie (Голланд чĕлхе пĕрлĕхĕ) |
Рейтинг: | 37—48 |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Инди-европа çемьи
| |
Çырулăх: | латиница (голланд варианчĕ) |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | nl |
ISO 639-2: | dut (B); nld (T) |
ISO 639-3: | nld |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Голланд чĕлхине тăтăшах фламанд чĕлхи теççĕ. Тĕрĕссипе, çак ятсем тĕрлĕ диалектсене палăртаççĕ (Голланди — Нидерландсен регионĕ, Фландри — Бельгин пиллĕк голланд чĕлхиллĕ провинцийĕ).
Çырулăхне латин алфавичĕн (голланд алфавичĕ) никĕсĕпе тунă.
Нидерландсенче (патшалăх чĕлхи), Бельгире (унта пурăнан халăхăн çурри калаçать, франци тата нимĕç чĕлхисемпе пĕр танах патшалăх чĕлхи шутланать), Суринамра, Нидерланд Антил утравĕсенче тата Арубăра. Унсăр пуçне, нидерланд чĕлхипе Францин çурçĕрĕнче (Франци Фландрийĕ) тата Нидерландсемпе кӳршĕллĕ Германи çĕрĕсенче усă кураççĕ.
АПШ-ри, Канадăри, Çĕнĕ Зеландири нидерландпа бельги кăкĕллĕ хăшпĕр иммигрантсем нидерланд чĕлхипе кулленхи пурнăçра усă кураççĕ.
Индонезире ватă çынсем нидерланд чĕлхине ас тăваççĕ. Мĕнпур калаçакан йышĕ — 22 млн. çын (16 млн. Нидерландсенче, 5 млн. Бельгире).
КАРпа Намибире нидерланд чĕлхинчен пулса кайнă африкаанс чĕлхи (1925 çулчен вăл нидерланд диалекчĕ шутланнă) саралнă.
Çаплах нидерланд чĕлхин никĕсĕпе аталаннă креол чĕлхисем пулнă. Халĕ вĕсем малтан янранă вырăнсенче — Гайанăра, Индонезире, Пуэрто-Рикăра, Виргин утравĕсем çинче, Шри Ланкара — çухалнă.
Нидерланд чĕлхи çыран хĕрринче пурăнан франксенчен пуçланса кайнă та индоевропа чĕлхе ушкăнне кĕрекен протогерман чĕлхин тӳрĕ нĕселĕ пулать. Çывăх тăванлисем — авалхи анкăл, фриз, анат нимĕç чĕлхисем.
Нидерланд чĕлхин морфологийĕ питĕ ансат.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.