Фриз утравĕсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Фри́з утравĕсем (Фрисла́нд, Ва́тто утравĕсем) (гол. Waddeneilanden, ним. Friesischen Inseln, дан. Vadehavsøer) — Европăн çурçĕр-анăçĕнче, Çурçĕр тинĕсĕнче вырнаçнă архипелаг. Утравсем анăçран тухăçалла пĕрин хыççăн тепри виçĕ çĕршывăн çыран хĕррипе 250 çухрăма ытла, Çурçĕр тинĕсĕнчен Ватто тинĕсне уйăраççĕ. Утравсене Нидерландсен, Германин тата Данин территорине кĕртнĕ.
Архипелаг хăйĕн ятне Фризи территори тăрăх вырнаçнине пула туяннă. Фризире фриз халăхĕ пурăнать.