From Wikipedia, the free encyclopedia
Фосфор — периодикăллă системăри 15 атом номерлĕ хими элеменчĕ, P (лат. Phosphorus) символпа палăртаççĕ. Çĕр хуппинче чи анлă сарăлнă элементсен шутне кĕрет (0,08—0,09 % массăпа). Питĕ химилле хастар пулнипе ирĕклĕн тĕл пулмасть. Фосфорăн 190 яхăн минерал, вĕсенчен чи пысăк пĕлтерĕшлисем:апатит Ca5(PO4)3(F,Cl,OH) фосфорит Ca3(PO4)2 тата ыттисем. Фосфорсăр пурнăç пулаймасть, ДНК, РНК тата АТФ çак элемент пур. Çавăнпа фософор ӳсентăрансен тата чĕрчунсен пĕтĕм пайĕнче те пур. Фосфор пурнăç элеменчĕсен шутне кĕрет.
Фосфор/ Phosphorus (P) | |
---|---|
Атом номерĕ | 15 |
Ансат япалалăхăн курăмĕ | Шурă, хĕрлĕ, сарă, хура тĕслĕ |
Атом палăрăмĕсем | |
Атом масси (моль масси) | 30,973762 а. е. м. (г/моль) |
Атом радиусĕ | 128 пм |
Ионизаци энергийĕ (пĕрремĕш электрон) | 1011,2(10,48) кДж/моль (эВ) |
Электронсен конфигурацийĕ | [Ne] 3s2 3p3 |
Химилле палăрăмсем | |
Ковалентла радиус | 106 пм |
Ион радиусĕ | 35 (+5e) 212 (-3e) пм |
Электронегативлăх (Полинг шучĕпе) | 2,41 |
Электрод потенциалĕ | 0 |
Оксидлав капашĕсем | 5, 3, 1, 0, -1, -3 [1] |
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем | |
Тачăлăх | (белый фосфор)1,82 г/см³ |
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш | 21,6[2] (ромбич.) Дж/(K·моль) |
Ăшăяраслăх | (0,236) Вт/(м·K) |
Шăрану температури | 317,3 K |
Шăраннин пайлавла ăшши | 2,51 кДж/моль |
Вĕрев температури | 553 K |
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ | 49,8 кДж/моль |
Моль калăпăшĕ | 17,0 см³/моль |
Ансат япалалăхăн кристалл решетки | |
Решетке тытăмĕ | кубла, калăпăшĕпе центăрланă |
Решетке периочĕ | 18,800 Å |
c/a танлашăнни | — |
Дебай температури | n/a K |
P | 15 |
30,973762 | |
[Ne]3s23p3 | |
Фосфор |
Фосфорпа вăйлă наркăмăшлантарсан çăварпа хырăм çунтарма тытăнать, пуç ыратать, вăй пĕтет, хăстарать. 2-3 талăкран сар ӳкет. Нумай вăхăт хушши наркăмăшлантарсан кальци ылмаштарни пăсăлать, чĕрепе нерв системи йĕркерен тухаççĕ. Фософорпа наркăмăшлансан малтахи пулăшăва хырăма çуса кăларасси, клизмăсем тата çемçетекен эмелсем. Венă витĕр глюкоза ямалла. ӳте çунтарсан аманнă вырăна пăхăр купорос е сода ирĕлтеркĕчĕсемпе çумалла. . Ӗçлемелли пӳлĕмсенчи сывлăшри фософрăн пăсĕсен ПДК — 0,03 мг/м³, атмосферăри сывлăшри вăхăтлăх юракан концентрации – 0,0005 мг/м³, ĕçмеллли шывра ПДК — 0,0001 мг/дм³.[3]
Фосфорăн хăшпĕр çыхăнăвĕсен (фосфин) питĕ наркăмăшлă. Çапăçу наркăмăшлă япалисем Зарин, зоман, Табун, V-газсем - фосфор çыхăнăвĕсем. Çĕнĕ Шупашкарти "Химпром" пĕрлешӳре V-газсем тăвакан цехра темиçе авари пулнă, çынсем вилнĕ. [4]
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.