![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/d/d2/Foliant_1806.jpg/640px-Foliant_1806.jpg&w=640&q=50)
Фолиант
From Wikipedia, the free encyclopedia
Фолиа́нт (ним. Foliant, - лат. folium — çулçă) — in folio форматлă кĕнеке, унăн страница пысăкăшĕ яланхилле типографи листин çурри пулать. Çакăн пек форматлă страницăсене пĕрре хуçлатса фальцовкăпа тăваççĕ[1], хальхи A3 (29×40 яхăн см) танлашать, 2° е fo çырса палăртаççĕ. Пичетленĕ чухне пĕр типографи листи çинче 4 страница вырнаçтарнă — кашни енче иккĕ. Анлăрах каласан фолиант тесе кирек епле пысăк форматлă кĕнекесене палăртаççĕ[2].
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/d/d2/Foliant_1806.jpg/640px-Foliant_1806.jpg)
Çаплах пĕчĕк форматлă кĕнекесем пулнă: in quarto (лат. quart — чĕрĕк) страници типографи çулçин 1/4 пайĕ тата in octavo (лат. oktav — саккăрмĕш пайĕ), страници типографи çулçин 1/8 пайĕ пулнă, лист çинче 16 страница вырнаçтарнă. Фолиантсене кĕнеке пичетленин малтанхи тапхăрĕнче кăларнă, вăхăт шунă çем пĕчĕкрех кĕнексене пичетлеме тытăннă[3].
Паллă фолиантсем — Гутенберг библийĕ тата Пĕрремĕш фолио.