From Wikipedia, the free encyclopedia
Стамбул (тур. Istanbul) — Турцин пысăк, паллă тинĕс порчĕ, промылă, сутă-илӳллĕ хули тата тĕнчери паллă культура тĕпĕ. Унченн Константинополь тесе ятланă. Хăш-пĕр авалхи вырăс источниксенче хулана "Царьград" тесе чĕнеççĕ[1].
Босфор пролив хĕррисенче вырнаçнă. Стамбул сăртлă вырăнта, Турцин çурçĕр-анăçĕнче, Босфор пролив икĕ хĕрринче, кăнтăртан Мрамор тинĕсĕ хĕрринче ларать. Хулан чылайăшĕ Европăра шутланать, пĕчĕк пайĕ — Азире. Европа пайĕ, хăйне май тата иккĕне Ылтăн Мăйрака бухти патĕнче уйрăлать. Хула лаптăкĕ — 1 538, 77 çм². Стамбул географи шутĕнчен питĕ ăнăçлă ларать — хула тĕнче пайĕсене çыхăнтаракан çулсем çинче вырнаçнă: Европăран Азине тата Хура тинĕсрен Мрамор тинĕсне те малалла Вăтаçĕр тинĕсне.
1930-мĕш çулчен Константино́поль (греч. Κωνσταντινούπολις, тур. Konstantiniyye) ятлă, 450 çулчен Çĕнĕ Рим е Иккĕмĕш Рим (греч. Νέα Ρώμη, лат. Nova Roma), 330 çулчен Висанти (греч. Βυζάντιον) ятлă пулнă. Вăтам ĕмĕрсенче вырăс çырăвĕсенче Царьград (Патша-хули) тесе палăртнă, паянхи вырăс чĕлхинче вăл архаизм пулать, çавах та болгар чĕлхинче çак сăмахпа (Цариград) халĕ те Истанбул (Стамбул) хулан синонимĕ туса усă кураççĕ. Турци республикине 1923 çулта йĕркеленĕ хыççăн шĕкĕр хулине Константинопольтен (Стамбул) Анкарана куçарнă. 1930 çулхи пуш, 28 турккăсем хулана Стамбул ят панă. Хула ĕлĕк Рим, кайран Висанти импери тĕп хули пулнă. Пĕррехинче вырăс кнеçĕ Олег çĕнтерсе хăй аллине илнĕ. 1453 çулхи çу, 29 хулана Мехмед II султан ертсе пынипе Осман импери çарĕсем туртса илнĕ.
2006 çулта хулара 10 млн. çын пурăннă.
Халăх йышлăхĕ ӳсни:
|
|
|
|
Стамбул вăтам климат ярăмĕнче вырнаçнă. Băтаçĕрти, çемçе те нӳрĕклĕ, ир çуркуннерен пуçласах кай кĕруннечченех ăшă, тӳпе пĕлĕтлĕ (вăтам температура кăрлăчра — +3 — +9 °C, утăра — +20 — +29 °C, шыв температури — +23 °C. Çулта 870 мм чухлĕ нӳрĕк укет. Хĕлсем çăмăрлă, хăш чухне юр çукалать.
Уйăхри вăтам температурăна кăтартни:
Уйăх | Maximum Temperature | Lowest temperature | Çăмăрлă кунсем | Хĕвеллĕ кунсем | ||
---|---|---|---|---|---|---|
Вăтам | Абсолютлă | Вăтам | Абсолютлă | |||
Кăрлач | 9 | 19 | 3 | 13 | 18 | 2.6 |
Нарăс | 9 | 24 | 2 | 16 | 15 | 3.3 |
Пуш | 11 | 27 | 3 | 11 | 14 | 4.4 |
Ака | 16 | 33 | 7 | 2 | 9 | 6.6 |
Çу | 21 | 34 | 12 | 2 | 8 | 8.9 |
Çĕртме | 26 | 37 | 16 | 6 | 5 | 10.8 |
Утă | 29 | 39 | 18 | 11 | 4 | 11.7 |
Çурла | 29 | 41 | 20 | 10 | 3 | 11.3 |
Авăн | 25 | 38 | 15 | 6 | 6 | 8.5 |
Чӳк | 21 | 33 | 12 | 3 | 10 | 6.2 |
Юпа | 15 | 27 | 9 | 7 | 13 | 4.6 |
Раштав | 11 | 22 | 5 | 12 | 17 | 2.3 |
Висанти тапхăрĕ
Стамбулăн мечетĕсем
Керменсем
Тӳремсем
Карманĕсем
Турулсем
Парксем
Кĕперсем
Историллĕ транспорчĕ
Стамбул пасарĕсем
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.