From Wikipedia, the free encyclopedia
Са́ккисем (лат. sacae) — пирĕн эрăччен I пинçуллăх — п.э. пĕрремĕш ĕмĕрсенчи авалхи çăлкуçсенче асăннă иран чĕлхиллĕ ушкăнĕнчи[1][2][3] юркăн тата çурма юркăн ăру-йăхĕсен пĕрлехи ячĕ.
Саккисем | |
Çухалнă | X-XI ĕмĕр ??[çăлкуç?] |
---|---|
Археологи культури | Андрон культури, пураллă культура |
Чĕлхе | Сакки |
Тĕн | Скиф-сармат |
Кĕрет | Иран халăхĕсем |
Тăван халăхсем | Скифсем, Сарматсем, Массакетсем |
Этнос ушкăнĕсем | Инди скифĕсем |
Пулса кайни | Индоирансем |
Йăли-йĕрки, япалисем скифсен пекрех пулнă. Авалхи перси çырăвĕсенче тата Геродот çырăвĕнче виçĕ ушкăна палартма пулать: хаомаварга-сакасем (Геродот тата аваллăх тапхăрĕнчи çыравçăсен — амюрксем), тиграхаут-сакасем («шĕвĕр вĕçлĕ калпаклисем»), тата парадрай-сакасем («тинĕс (Каспи) леш енчисем»). Юлашкисем вырăнĕнче Хура тинĕс çумĕнчи скифсене шутлама пулать.
Пирĕн эрăччен VI тата V ĕмĕрсен чиккинче сакасен йĕхĕсем Ахеменид йĕхĕнчи Перси патшисен аллине лекнĕ. Сакасен йăхĕсем Перси патшисене куланай тӳленĕ, çар валли арçынсене парса тăнă. Перси çарĕнче сакасем грексемпе перси хушшинчи вăрçăсене хутшăннă. Сăмахран каласан, Марафон патĕнчи çапăçăва та вĕсем хутшăннă пулнă.
Перси империне Александр Македонски çĕнтерсе илнĕ хыççăн сакасен пĕр ушкăнĕ Селевки ăрăвĕн çĕрĕсем çине кĕрсе кайса Пархи патшалăхне йĕркеленĕ çĕрте самай ӳсĕм кӳнĕ.
Тепĕр ушкăнĕ Дрангиана çитсе ăна йышăннă, Сакастан (Иран тата Афганистан шутне кĕрекен Систан тăрăхĕнче вырнаçнă пулнă) патшалăхне туса хунă.
Чи паллă палăксем шутне Тегискен тата Уйгарак вилтăпри вырăнĕсем, Чиликтин Иссык улăп тăприсем.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.