From Wikipedia, the free encyclopedia
Polandball (Польчăмăр) — тетел-мем, ăна пĕрремĕш /INT/ нимĕçсен Krautchan.net уйрăмне хутшăнакан имиджбордсем 2009 çулăн иккĕмĕш пайĕнче кĕртнĕ. Çак мемпе чылай тетел-комиксĕ тунă, унти персонажсем тĕрлĕ çĕршывсене наци ялавĕпе пĕр пек чăмăрпа (countryballs) палăртаççĕ. Polandball/Польчăмăр çак комиксенче чи тăтăшрах тĕл пулаканни пулать.
2009 çулхи çурла уйăхĕнче поляк хутшăнавçисемпе ытти тĕнчери хутшăнавçăсем хушшинче drawball.com сайче çинче пулса иртнĕ кибервăрçă хыççăн Polandball’ ят çуралнă. Çак сервис чăмăр ĕлкиллĕ виртуаллă пусма çине сăрлама — урăххисем ӳкернисем çине те — май парать. Поляк тетел-хутлавĕнче чăмăр çине Польша ялавне ӳкерес ĕмĕт çуралнă, çакна ĕнтĕ пин-пин поляк тăрмашăвĕпе туса хунă. Вĕсем пĕтĕм пусмана ярса илме пултарнă, шурăпа тата хĕрлĕпе сăрланă та варринче «POLSKA» сăмах çырнă. Анчах та , кунта 4chan имиджборда хутшăнакансем кĕнĕ те поляксен ӳкерни çийĕн питĕ пысăк свастика хунă.[1][2]
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.