Нью-Йорк
From Wikipedia, the free encyclopedia
Нью Йорк (акăл. New York City), — АПШ-н чи пысăк хули, [1][2] тĕнчери чи пысăк агломерацисен шутне кĕрет.[3][4][5] Хула йышĕ 8 405 837 çын, агломерацийĕ — 23,9 млн (2013 çулхи шут). Нью Йорк Атлантика океанĕн çыранĕнче, Çĕнĕ Йорк штачĕн кăнтăр-тухăç пайĕнче вырнаçнă. Хулана XVII ĕмĕрте Холланд колонисчĕсем никĕсленĕ. 1664 çулччен хулана Çĕн Амстердам тесе чĕннĕ. 1785 - 1790 çулсенче Пĕрлешӳллĕ Штатсен тĕпхули пулнă.
Нью Йорк | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | АПШ |
---|---|
Регион: | Çĕнĕ Йорк |
Никĕсленĕ: | 1624 |
Хула, çултан: | 1653 |
Халăх йышĕ, пин çын: | 8 405 837 çын (2013) |
Хула лаптăкĕ: | 1213,369839 тăваткал километр км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 40° 43' с.ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 74° 00'з.д |
Нью Йоркра пурĕ 5 район (боро): Манхэттен, Бронкс, Бруклин, Квинс, Статен-Айленд. Тĕп паллă вырăнсем Манхэттен бороĕнче вырнаçнă. Вĕсенчен: историкла тӳпехырсем (Эмпайр-стейт-билдинг, Крайслер-билдинг), Рокфеллер центрĕ, Вулворт-билдинг, Нью-Йоркри паянкун ӳнер музейĕ. ӳнер Метрополитен-музейĕ, Метрополитен-опера, Соломон Гуггенхайм музейĕ (сăрлавӳнер), Американ çут çанталăк историйĕн музейĕ (динозаврсен скелечĕсем тата планетари), легендарлă хотель «Челси», ПНО штаб-квартирĕ, Харлем.
Нью Йорк — тĕнчери чи пĕлтерĕшлĕ финанс, политика, экономика тата культура центрĕ.[6]