Лигурсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Лигурсем (лат. Ligures, ав.гр. Λίγυες, Λίγυρες) — Италин çурçĕр-хĕвеланăç пайĕпе Галлин кăнтăр-хĕвелтухăç пайĕнче (ку çĕрсене çавăн пекех Лигури теççĕ) пурăннă тĕрлĕ авалхи халăхсен пĕтĕмĕшле ячĕ. Вĕсем кунта пирĕн эрăчченхи пĕрремĕш пинçуллăхăн çурринчен пуçласа пирĕн эрăччен пурăннă. Ăсчахсем шутланă тăрăх пирĕн эрăчченхи 2-мĕш пинçуллăхпа 1-мĕш пинçуллăх çурри тапхăр вăхăтĕнче вĕсем хальхи Италин пĕтĕм çĕрне йышăннă. Кайран вĕсене италиксем хĕсме пуçланăран çурçĕр-хĕвеланăç енне куçа пуçланă.
Голасеки культури лигурсен пулма пултарать тесе шутлаççĕ. Археологи тĕпчевĕсем пĕлтернĕ тăрăх пирĕн эрăчченхи пĕрремĕш пинçуллăх пуçламăшĕнче вĕсем çĕр ĕçĕпе пурăннă, выльăх ерчетнĕ. Ку вăхăт тĕлне вĕсен хулисем йĕркеленме тытăннă. Виле пытарнине тĕпченĕ май ăсчахсем вĕсен культуринче çар пысăк шайра пулнине кăтартнă. Лигурсен патшапа влаçĕ пулнине те палăртнă. Чылай вăхăт хушши вĕсен ял канашĕ çирĕп пулнă.
Пирĕн эрăчченхи III ĕмĕртен пуçласа вĕсем, уйрăмах, ирĕке юратакансем, римлянсемпе кĕрешме пуçлаççĕ. Ку кĕрешӳ ĕмĕр тăршшĕпе пынă — пирĕн эрăчченхи II ĕмĕрте вĕсен ирĕклĕхне пĕтернĕ.