From Wikipedia, the free encyclopedia
Крешшĕнсем — тахçан, шутсăр авалхи саманасенче мар, "хальтерехри" вăхăтсенче урăх тĕнрен христианлăха (православие) куçса тĕне кĕнĕ çынсене чăвашсем çапла каланă, хашпĕр чухне халĕ те çапла калаççĕ. Ытларах чухне сăмахне пĕр ш лартса паллă тăваççĕ, анчах та вăл тĕлте çав сасă янрамасть, хупă илтĕнет.
Хăйсен хушшинчи çынсене чăвашсем тĕне кĕменнисемпе патраштарас мар тесе каланă. Çав вăхăтрах ытти халăх çыннисем тĕлĕшпе те усă курнă çак сăмахпа.
Авалхи саманасем тенĕрен, ку ăнлав танлаштаруллă. Çавна май патшалăхăн официаллă хучĕсенче те крешшĕнсене вăхăтсем тăрăх уйăрса пăхас йĕрке пулнă: старокрещены тата новокрещены тенĕ. Кунашкал йĕрке ахаль чăвашсем хушшинче пулнипе пулманни паллă мар. Апла пулин те, пурпĕрех, кивĕ крешшĕнсем тата çĕнĕ крешшĕнсем теме май пур.
В.Г.Родионов профессор чăвашсем пирки çырнинчен[1]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Христиан (как татароязычных, так и чувашеязычных) называли они просто крешĕн (кряшен).<Куçару: христиансене (тутарла калаçакансене те, чăвашла каласакансене те) вĕсем[2] ансаттăн çеç крешшĕн тенĕ.>
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.