![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/8/86/Communist-manifesto.png/640px-Communist-manifesto.png&w=640&q=50)
Коммунизм партин манифесчĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
«Коммунизм партин манифесчĕ (ним. Manifest der Kommunistischen Partei) — Карл Маркспа Фридрих Энгельс хатĕрленĕ ĕç. Авторсем пуçарăнса пыракан коммунизм организацисемпе партисен тĕллевĕсене, хушнă ĕçĕсене тата меслечĕсене декларацилеççĕ.
Коммунизм партин манифесчĕ | |
Manifest der Kommunistischen Partei | |
![]() | |
Автор: | Карл Маркс, Фридрих Энгельс |
---|---|
Тăван кăларăм чĕлхи: | нимĕç |
Тăван кăларăма пичетленĕ: | 1848, нарăс, 21 |
Страница: | 23 |
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/5f/Disambig_gray.svg/20px-Disambig_gray.svg.png)
Çак питĕ кирлĕ марксизм хайлавĕнче каланипе, этемлĕхĕн унченхи историйĕ классем кĕрешнин историйĕ пулать. Авторсен шухăшĕпе, капитализма пролетариат пĕтерет, кайран вара унăн классем çук коммунизм пĕрлĕхне тăвасси юлать.
Пĕрремĕш хут манифеста 1848 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче Лондонра пичетленĕ. Темиçе хутчен те тухнă, авторсем пурăннă чухне те, пĕр çĕрте те текстне улăштарман. 1872 çулта нимĕçле тухнă кăларăмĕн умĕн çырнинче Ф. Энгельс çакна палăртнă: «„Манифест“ историе кĕнĕ документ пулнипе эпир урăх тӳрлетме хăяймастпăр».