From Wikipedia, the free encyclopedia
Кĕмĕл тумлă çар — Марина Карягина (1969 çур.) 2000-мĕш çулсенче çырнă, 2011-мĕш çулта «Тăван Атăл» журналăн 3-мĕш номеренче пичетленсе тухнă[3]. 2012-мĕш çулта — уйрăм кăларăмăн[4]. 2017-мĕш çулта виçĕ чĕлхепе (чăваш, вырăс, акăлчан) уйрăм кĕнкекен кун çути курнă[5].
Паллах, эпир авторăн ăшчикне кĕрсе пăхаймастпăр. Вăл, автор, хăй каласа парсан çеç. Çав вăхăтрах куçкĕрет курăнса тăракан енсем пуррине те тунмалла мар.
Сăвăлла трагеди текстĕнче тĕл пулакан «ама çын» ăнлав, каламасăрах паллă, «амазон» тенине ятарласа «чăвашлатнипе» пулса кайнă. Кам чăн малтан ăсталанă çавна — паллă мар.
Чăваш халăх пултарулăхĕнче, фольклорĕнче Марина Карягина трагедине тĕрев парса тăракан енсем чăнах та пур. Çавна сумлă çăлкуçсемпе те çирĕплетме пулать.
Чăваш халаплăхĕпе килĕшÿллĕн, Юракка е Чумар ятлă хĕрарăм-çарпуç, чăваш, 1000 (пин) çул каялла пурăннă[6]:35. Кунашкал халапсене фольклористсем 1914-мĕш çулта çеç мар[7], 1974-мĕш çулта та çырса илнĕ[8]
Кунашкал сăнара Çуйăн Хĕветĕрĕ те хăй пухса майлаштарнă «Улăп» эпоса Юрекке ятпа кĕртнĕ[9].
Вăтам ĕмĕрсенчи картографсем Вăтам Атăл тăрăхĕнче, Сăр шывĕпе Атăл шывĕн малтанхи юханшыв ăна юхса кĕнĕ вырăнтан анатрахри пайĕ хушшинче, Амазони текен территорие кăтартаççĕ. Уйрăммăн илсен, лыттынь саспаллисемпе çырса кăтартнă ку территорие Фра-Мауро 1459-мĕш çулта ăсталанă карттă çинче тупма пулать[10].
Карттă çинче кăтартнă тата асăннă территорин тупсăмне халииччен те уçăмлатайман-ха темелле. Сăмах май каласан, «амазон» ăнлавăн тата пулăмăн тупсăмĕсем те историксемшĕн паллах мар.
Çавнашкал тупсăмсăрлăхсене кура, ирĕксĕрех, çаксене те чăваш фольклорĕпех çыхăнтарас хистевлĕ шухăшсем те çуралаççĕ.
В. Д. Димитриев шучĕпе, амазонсем евĕрлĕ хĕрарăм-паттăрсем, — татах та сĕм аваларахри матриархат тапхăрне шута илмесен, — Хура тинĕсрен пуçласа Кăнтăр Урал таранчченхи талккăшра пурăннă авалхи сарматсен пулнă. Çав сарматсен витĕмĕпе чăвашсем тата ытти халăхсем хушшиче те çавнашкал сюжетсем çуралма пултарнă[6]:35.
2010-мĕш çулхи мартăн 25-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш çамрăксен театрĕн сцени синче Марина Карягинан «Кĕмĕл тумлă çар» сăвăлла трагедийĕ тăрăх лартнă спектаклĕн премьери пулса иртнĕ[11].
2019-мĕш çулхи апрелĕн 7-мĕшĕччен (тĕп-тĕрĕс вăхăт паллă мар) Патăрьеленчи централизациленĕ библиотека Марина Карягинан «Кĕмĕл тумлă çар» хайлавĕ тăрăх ирттернă викторинан пĕтĕмлетĕвĕсене палăртнă[12].
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.