Кăвакал-хăй
From Wikipedia, the free encyclopedia
Кайăк-кăвакал, ларка-кăвакал е кăвакал-хăй (лат. Anas platyrhynchos) — килти кăвакал пекрех пысăках мар шывра путман вĕçекен кайăк.
? Кăвакал-хăй | ||||
---|---|---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||||
|
||||
Латинла çырни | ||||
Anas platyrhynchos | ||||
|
Кăвакал ами çăмарта тăвать, чĕпĕ ларса кăларать. Çăмартисем (10–12) шурă. Йăвине тĕрлĕ вырăнта тума пултарать. Анчах та яланах шыв хĕрринче, çĕр çинче. 27 кунтан чĕпписем тухаççĕ. 8 эрнерен чĕпписем çăмăллăнах вĕçеççĕ. Кĕркунечен кăвакал пулаççĕ. Кăвакал аçин сасси хулăмрах.
Ку кăвакал апат таврашне тиркесех каймасть. Шыв курăкĕсемпе те, шывра пурнакан чĕрчунсемпе те тăранать. Рационта раксемпе пулăсем те пур.
Ака уйăхĕнче вĕçсе килеççĕ. Авăн уйăхĕнче вĕçсе каяççĕ.
Йышĕпе вĕсем пирĕн тăрăхра сахал мар, çапах та çынсем вĕсене тытса шутне нумай пĕчĕклетеççĕ.
Килти кăвакал пысăкрах, вĕçейместь, шывпа сăсăл, тырă, тулă, çерем çиме, чулсам çăтма, шыва кĕме юратать.
Çăмарта, ашпа тĕк парать.