From Wikipedia, the free encyclopedia
Израиль, официаллă ячĕ Израиль патшалăхĕ (ивр. מדינת ישראל, арап. دولة اسرائيل) — Азин кăнтăр-анăçĕнчи, Вăтаçĕр тинĕсĕн тухăç çыран çĕрĕсенчи патшалăх. Çурçĕрте Ливанпа, çурçĕр-тухăçенче — Сирипе, тухăçра — с Иорданипе, кăнтăр-анăçра — Икĕпатпа чикĕ тытать.Тĕп хули - Иерусалим.
1947 çулхи чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче ПНО Генераллă Ассамблейин йышăннă 181-мĕш №-лĕ резолюцийĕн йĕркипе, (вул. Палестинăна ПНО планĕпе пайлани) 1948 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче йĕркеленĕ.
Ирĕклĕх Деклараципе килĕшӳллĕ, Израиль еврейсен патшалăхĕ шутланать.
Израиль Азин кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă, çĕршывăн çĕрĕсем анăçра — Вăтаçĕр, кăнтăрта — Хĕрлĕ тинĕсĕсене тухать, тухăç ра çĕршыв чиккин йĕрĕ Иордан шывĕ юххипе пырать.
Премьер-министрĕсем | Ертнĕ çулсем | Премьер-министĕсем | Ертнĕ çулсем |
---|---|---|---|
Давид Бен-Гурион | 1948-1954 | Ицхак Шамир | 1986-1992 |
Моше Шарет (Черток) | 1954-1955 | Ицхак Рабин | 1992-1995 |
Давид Бен-Гурион | 1955-1963 | Шимон Перес | 1995-1996 |
Леви Эшколь | 1963-1969 | Беньямин Нетаньяху | 1996-1999 |
Игаль Алон | 1969-1969 | Эхуд Барак | 1999-2001 |
Голда Меир | 1969-1974 | Ариэль Шарон | 2001-2006 |
Ицхак Рабин | 1974-1977 | Эхуд Ольмерт | 2006-2009 |
Менахем Бегин | 1977-1983 | Беньямин Нетяньяху | 2009 çултан |
Ицхак Шамир | 1983-1984 | 1 | 1 |
Шимон Перес | 1984-1986 | 2 | 2 |
Израильте субтропик вăтаçĕр тинĕс климачĕ хуçаланать. Галилейре çул хушшипе 1080 мм нӳрĕк ӳкет. Эйлаттаврашĕнче вăтамран çул хушши 20 мм çеç ӳкет. 700 мм — Иудей тăвĕсем çинче, 100 мм — Негевĕн тухăçĕнче.
Температура питĕ улшăнуллă, уйрăмах хĕл кунĕсенче. Ту çĕрĕсенче сивĕ, хăш чух юр çăвать. Хермон тăвĕн тăрри çулĕпе тенĕ пекех юр пĕркеннĕ, Иерусалимра пĕрре те пулин юр çăвать.[1] Çав вăхăтрах тинĕс çум хулисенче — Тель-Авивпа Хайфăра — вăтаçĕр тинĕс климачĕ тăрать: сив çумăрлă хĕлпе тăсăлăвлă шăрăх çусем. Азири чи шăрăха (53,7 °C, е 129 °F) 1942 çулта Иордан айлăмĕнчи Тират Цви кибуцĕ çумĕнче палăртнă. Çу-авăн уйăхĕсенче нӳрĕк сайра ӳкет.
Шыв янтă пурлăхĕ çĕршывра çителĕксĕр.
Патшалăхра пĕтĕмпе 7.750 пин çын ( 2010 ) пурăнать, чылайăш еврейсем ( 5.840 пин çын ; 75,3 % ) тата арабсем ( 1.588 пин çын ; 20,5 % )
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.