Географири аслӑ тӗпчевсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Географири аслӑ тӗпчевсем — XV ӗмӗрте пуҫланса XVII ӗмӗр таран тӑсӑлнӑ этемлӗх историнчи тапхӑр. Европӑри халӑх вӑл вӑхӑтра ҫӗнӗ ҫӗрсем уҫнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ суту-илӳ партнерсене тупас тата Европӑра пит аван сутӑнакан таварсем туянас тӗлӗшпе Африкӑна, Америкӑна, Азине тата Океанийӑна ҫӗнӗ тинӗс маршручӗсем уҫнӑ. Ку тапхӑр шутне историксем ытларах чухне португалсемпе испан ҫулҫӳревҫисем Индине ҫитме кӗске ҫул шыранӑ вӑхӑта кӗртеҫҫӗ. Ҫапла май вӗсем ылтӑн, кӗмӗл тата тӗрлӗ техӗмлӗх патне ҫул уҫасшӑн пулнӑ.
Ҫак аслӑ тӗпчевсене уҫса паракан тӗп сӑлтавсенчен пӗри техника тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ аталану пулса иртни, ӑна пула Европа халӑхӗ тинӗспе инҫерех ишме пултарни, пулнӑ.