Гафни — (лат. Hafnium) шурă-кĕмĕл тĕслĕ йывăр ирĕлекен метал, 72 атом номерлĕ хими элеменчĕ.


Элементсен периодла тытăмĕ
H He
Li Be B C N O F Ne
Na Mg Al Si P S Cl Ar
K Ca Sc Ti V Cr Mn Fe Co Ni Cu Zn Ga Ge As Se Br Kr
Rb Sr Y Zr Nb Mo Tc Ru Rh Pd Ag Cd In Sn Sb Te I Xe
Cs Ba * Hf Ta W Re Os Ir Pt Au Hg Tl Pb Bi Po At Rn
Fr Ra ** Rf Db Sg Bh Hs Mt Ds Rg Cn Nh Fl Mc Lv Ts Og
* La Ce Pr Nd Pm Sm Eu Gd Tb Dy Ho Er Tm Yb Lu
** Ac Th Pa U Np Pu Am Cm Bk Cf Es Fm Md No Lr
Сĕлтĕлле металсем Сĕлтĕлле-çĕрле металсем Куçăмлă металсем
Çăмăл металсем Металлоидсем Инертлă газсем
Металмаррисем Галогенсем Лантаноидсем Актиноидсем
Подробнее Гафни (Hf), Атом палăрăмĕсем ...
Гафни (Hf)
Атом номерĕ72
Ансат япалалăхăн курăмĕшурă-кĕмĕл тĕслĕ туптанакан металл<Thumb
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
178,49 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ167 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
575,2 (5,96) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ[Xe] 4f14 5d2 6s2
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус144 пм
Ион радиусĕ(+4e) 78 пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
1,3
Электрод потенциалĕ0
Оксидлав капашĕсем4
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх13,31 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш0,146[1]
Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх23,0 Вт/(м·K)
Шăрану температури2 503 K
Шăраннин пайлавла ăшши(25,1) кДж/моль
Вĕрев температури5 470 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ575 кДж/моль
Моль калăпăшĕ13,6 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕгексагоналлă
Решетке периочĕ3,200 Å
c/a танлашăнни1,582
Дебай температуриn/a K
Закрыть
Hf 72
178,49
[Xe] 4f14 5d2 6s2
Гафни'


Тĕнчери гафни ресурсĕсем

2007-мĕш çулта 99 % тасалăхнă гафнин хакĕ вăтамран $780 килограмшăн пулнă /[2] Тĕнчери гафни ресурсĕсем, гафни двуокиçĕпе шутласан, 1 миллион тоннăран кăшт пысăкрах. Çĕршывсем хушинче çакăн патнерех:

  • Австрали — 630 пин тонна ытла,
  • ЮАР —287 пин тонна яхăн,
  • США — 105 пин тоннăран кăшт пысăкрах,
  • Инди — 70 пин тонна яхăн,
  • Бразили — 9,88 пин тонна.

Гафни чĕртаварĕн ытларах пайĕ тинĕс хĕрринче сапаланнă цирконпа çыхăннă. Раççейпе СНГра, никама пăхăнман специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, питĕ пысăк. Çак енĕпе аталансан тĕнче лиерне тухма та май пур. Украинăра та гафни ресурсĕсем пысăк.Нумайрах чухне гафни [[лопарит]па, цирконпа, бадделеитпа тата сайраçĕрметалĕллĕ гранитсемпе çыхăннă.

Thumb
Гафни катăкĕсем


Физика пахалăхĕсем

Thumb
Гафни

Гафни ăшă нейтронсене питĕ лайăх çăтать (ядерла эфективла касни 10² барн яхăн), çав вăхăтрах ун хими аналогĕн, циркони, çак кăтарту 100 яхăн сахалрах (0.2 барн). Çавăнпа ядерла реактăрсен ТВЭЛĕсен валли усă куракан цирконие гафнинчен çине тăрса тасатмалла. Çутçанталăкра сахал сарăлнă изотопĕ 174Hf альфа-арканупа пайланать. Çурма аркану тапхăрĕ 2·1015çул.

Изотопĕсем

Тĕп статья: Гафни изотопĕсем

Пĕлтерĕшле хими çыхăнăвĕсем

Thumb
Гафни диоксичĕ

Икĕ валентлă гафни çыханавĕсем

  • HfBr2 — сывлăшра хăйне хăй çункакан хытă, хура тĕслĕ япала. 400 °C гафнипе гафни тетрабромичĕ çине пайланать.
  • Hf(HPO4)2 — кӳкĕрт йӳçĕкĕпе фтороводород йӳçĕкĕнче ирĕлекен шурă порошок. Гафни тăварĕсене ортофосфор йӳçĕкĕпе хутшăнтарса тăваççĕ.

Виçĕ валентлă гафни çыханавĕсем

  • HfBr3 — хура кăвак хытă япала. 400 °C гафни дибромичĕпе тетрабромичĕ çине пайланать. Гафни тетрабромидне водородпа е алюминипе хĕртсе тăваççĕ..

Тватă валентлă гафни çыханавĕсем

  • HfO2 — тĕссĕр моноклинла кристалсем (тачăлăхĕ — 9,98 г/см³)е тĕссĕр тетрагоналлă кристалсем(тачăлăхĕ — 10,47 г/см³). Юлашки tир 2900 °C ирĕлĕт, шывра сахал ирĕлет, диамагнитлă, ZrO2 сĕлтĕрех, тата Катализ пахалăхĕсем кăтартаççĕ. Гафни металне кислородра хĕртсе, е гафнин дисульфатне е диоксалатне хĕртсе тăваççĕ.
  • Hf(OH)4 — сĕлтĕсемпе е водород перекиçĕпе ирĕлесе пероксигафниата куçакан шурă тусан.
  • HfF4 — тçссĕр кристалсем. tир 1025 °C, тачăлăхĕ — 7,13 г/см³. Шывра ирĕлет. 300 °C азот юхăмĕнче çак çыхăнăва (NH4)2[HfF6] хĕртсе тăваççĕ.
  • HfCl4 — 317 °C сублимацилекен шурă тусан. tир 432 °C. Гафни металĕ, гафни карбичĕ е гафни окиçĕпе кăмрăк шутăшне хлорпа çыхăнтарса тăваççĕ.
  • HfBr4 — бесцветные кристаллы. Сублимируются при 322 °C. tпл 420 °C. 500 °C хĕртнĕ гафнине кăмрăк хутăшне бром пăсĕпе çыхăнтарса тăваççĕ.
  • HfI4 — сарă кристалсем. 427 °C сублимациленет тата 1400 °C диссоциленет. 300 °C йодпа гафние пĕрлештерсе тăваççĕ.
Thumb
Сылтăм аял кĕтесре уйăх çине вĕçнĕ Апполон çинчи гафний шăранчăкĕнчен тунă ракетăн соплисем

Асăрхатарусем

Вуламалли

Каçăсем

Wikiwand in your browser!

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.

Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.