From Wikipedia, the free encyclopedia
Боголюбов Александр Николаевич (1900, Шупашкар, Хусан кĕперни - 1956, Мускав) — генерал-полковник, Совет Союзĕн Паттăрĕ. Вăл Чăваш Республикин Шупашкар хулинче çуралнă.
Боголюбов, Александр Николаевич | |||||||||||||||||
Ӳкерчĕк:Боголюбов, Александр Николаевич (генерал).jpg | |||||||||||||||||
Çуралнă вăхăт | 1900 -мĕш çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕ | ||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Шупашкар | ||||||||||||||||
Вилнĕ вăхăт | 1956–мĕш çулхи нарăсăн 28-мĕшĕ | ||||||||||||||||
Вилнĕ вырăн | Мускав | ||||||||||||||||
Пăхăнулăх | СССР | ||||||||||||||||
Хĕсмет çулĕсем | 1918- 1955 | ||||||||||||||||
Хисеп | |||||||||||||||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Граждан вăрçи Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | ||||||||||||||||
Чыславсем тата парнесем |
| ||||||||||||||||
Отставкăра | 1955 |
Геройăн ашшĕ, Николай Матвеевич Боголюбов, хальхи Çĕрпӳ районĕнчи Патăрьел чăваш ялĕнчен тухнă çын пулнă, Атăл пăрахучĕ çинче механик пулса ĕçленĕ; ир вилнĕ[1][2]. Амашĕ, Надежда Ивановна, вырăнти спирт савутĕнче ĕçленĕ.
Александр Боголюбов 1918-мĕш çулта Хĕрлĕ Çар ретне кĕнĕ, граждан вăрçине хутшăннă.
1920-мĕшпе 1938-мĕш çулсем хушшине нумар çар шкулĕ пĕтернĕ: дислокаци аслă шкулĕ (1920), Аслă çар çыхăну шкулĕ (1924), М.В. Фрунзе ячĕллĕ çар академийĕ (1931), Генераллă штабăн çар академийĕ (1938).
1924-мĕш çултан взвод, рота, батальон командирĕ. 1931-мĕш çултан - штаб пуçлăхĕ, çыхăну полкĕн командирĕ, каярах перевçĕ корпусĕн çыхăну пуçлăхĕ тата штабăн операцилле уйрăмĕн пуçлăхĕ. 1938-мĕш çулта Тĕп штабĕн çар академин вĕрентӳçи.
Вăрçă пуçлансан Резерв фрончĕ штабĕн операцилле пайĕн пуçлăхĕ, 1941-мĕш çулхи юпа уйăхĕнчен.
1942-мĕш çулхи çурла уйăхĕнче Боголюбов генерал-лейтенанта Тĕп штабĕн операциллĕ управлени пуçлăхĕн çумне лартаççĕ, 1942-мĕш çулхи авăн уйăхĕнче ăна каллех 43-мĕш çар штабĕн пуçлăхне лартаççĕ.
1942-мĕш çулхи раштав уйăхĕнче Боголюбов Тĕп штабĕн операцилле управленин пуçлăхĕн 1-мĕш çумĕ. Каярах тĕрлĕ фронтсенче штаб пуçлăхĕ: Çурçĕр_Тухăç, 1-мĕш Украина, 2-мĕш Беларуç.
Çапăçусне харсăр ертсе пынăшăн ăна 1945 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçтернĕ (№ 5544).
1945-мĕш çулхи çĕртмере Çурçĕр çар ушкăнĕн штаб пуçлăхĕ, 1945-мĕш çулхи юпа уйăхĕнчен вăл Генераллă штабăн çар академийĕнче оперативлă тактика циклĕ, кафедра пуçлăхĕ, пуçлăхĕн çумĕ. 1951-мĕш çулхи пуш уйăхĕнчен 1953-мĕш çулхи çурла уйăхĕччен Аякри Тухăçри çарсен командующин çумĕ, 1953-мĕш çулхи авăн уйăхĕнчен 1955-мĕш çулхи юпа уйăхĕччен çар тата физика хатĕрленĕвĕн Тĕп управленин пуçлăхĕн çумĕ.
1955-мĕш çулта запаса кайнă.
1956 çулхи нарăсăн 28-мĕшĕнче Мускав хулинче вилнĕ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.