From Wikipedia, the free encyclopedia
Анта́рктика — çĕр чăмăрĕн Антарктида тата çуммăн выртакан Атлантика, Инди тата Лăпкă океансен (хăш чух çак океансен пайĕсене уйрăм Кăнтăр океанĕ шутне хураççĕ) кăнтăр пайĕ.
Антарктика чикки Антарктика конвергенцийĕ йĕрĕпе, 48-60° к.ш. танлашĕпе пырать, анчах та Антарктика шутне 37° к.ш. таран утравсене те кĕретеççĕ, ку ĕнтĕ ытларах политика йышанăвĕ шутланать, климат никĕсĕпе вăл утравсемпе (Гофпа Амстердам утравĕсем) тан пулать. Урăх варианчĕ — территорие Антарктика конвенцин (60° к.ш. кăнтăралах) ярăмĕпе çирĕплетни.
Пур лаптăкĕ 52 млн. тв. км яхăн.
Антарктика — Çĕрĕн чи хаяр сивĕ климат территорийĕ, хăватлă çиллĕ, юрлă тăвăлсем тата тăмансем. Материкпа юнашар утравсем пăрпа пĕркеннĕ; Субантарктика районĕсенче чи ăшă уйăхри вăтам температура +10 °C, чи сивви 0° пуçласа −10 °C çитиччен.
Сивĕ антарктика шывĕ крильпе (пĕчĕк рак евĕррисем) тата пулăпа пуян. Кунта тюлень, тинĕс кушакĕ тата кит нумай. Çыран хĕрринче тинĕс вĕçен кайăкĕсем, поморник тата альбатрос, çаплах саккăр тĕслĕ пингвин. Утравсем çинче — тундрăллă ӳсен-тăранлăх, вĕçен кайăк нумай.
Тĕнче биогеографи регионĕсем |
---|
Австралази | Антарктика | Афротропика | Индомалай ярăм | Арктика марри | Океани | Палеарктика |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.