From Wikipedia, the free encyclopedia
А́рктика (грек ἄρκτος —
Çутçанталăк уйрăмлăхĕсем: пĕчĕк радиаци балансĕ, çуллахи сывлăшăн 0 °C çывăх температури, çулти вăтам температура нульрен аялла, пăрлăхсемпе нумай çул шăннă чул тăпри, тундра ӳсентăранлăхĕпе арктика пушхирĕ чылаййи.
Тинĕс акваторин пăрлăхĕ 11 млн. тв. км хĕлле тата 8 млн. тв. км çулла.
Арктикăра çав тери нумай уçлама тытăнман энергоресурс — нефтьпе газ.
Раççейшĕн арктика шельфĕ — углеводород янттине ӳстермелли чи пуласлă тĕлĕ.
«Арктика шельфĕ — Раççей промăçлăхĕ халиччен пачах усă курман нефтьпе газ управĕ, анчах та ăна ĕçе ямасăр Раççейĕн 2020 çулченхи энергетика стратегине» пурнăçа кĕртме май çук (Валерий Каминский, ВНИИ Океанологи директорĕ).
Чи пысăк раççей çĕр управĕсем — газ гиганчĕсем тата çав тери гигантсем — Штокман, Русан тата Ленинград — анăç Арктикăра вырнаçнă.
Ахăртнех XX ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче «Çурçĕр полюсĕ» станцин шуçăмĕ (дрейфĕ) талăкра икĕ çухрăм пулсан, сăмахран, «Çурçĕр полюсĕ-34» (2005) станцин шуçăмĕ талăкра 5-8 çм пулнă.
Чылай хушă Арктика этем пурăнма юрăхсăр территори шутланнă («вилĕм çĕрĕ»), ăна шывпа та, çĕрпе те иртсе çӳреме пулман.
XI ĕмĕрте вырăс тинĕс çӳревçисем Çурçĕр Пăрлă океанăн тинĕсĕсене тухаççĕ.
XII—XIII ĕмĕрсенче Вайгач, Çĕнĕ Çĕр утравĕсене, XV ĕмĕрĕн вĕçĕнче — Шпицберген архипелагăн утравĕсене, Упа (Медвежий) утравне уçнă.
XVI ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕнче Пăрлă океан бассейнĕн 1-мĕш картине Д. Герасимов чертёжĕпе усă курса хайлаççĕ, çак вăхăтах Çурçĕр тинĕс çулĕн анăç пайне (ăна «мангази тинĕс çулĕ» тенĕ)— Çурçĕр Двинаран пуçласа Обĕн вăрринчи Таз тутине çити — уса кĕртнĕ.
Аслă çурçĕр экспедицинче (1733—1743) Çурçĕр Пăрлă океанăн пĕтĕм çĕпĕр çыранне М. Баранов сăмсахне çитиех, тĕпчесе карттă çине ӳкерсе хунă.
1874 çултанпа Кар тинĕсĕпе пăслă пăрахутпа Обь тата Енисей вăрри витĕр Кар экспедицисене ирттернĕ.
Норвег поляр тĕпчевçи Фритьоф Нансен Арктикăна Парлă шик çĕршывĕ тенĕ.
Арктикăна уса кĕртес ĕçре Çурçĕр тинĕс çулĕ питĕ чылай пулăшу кӳлнĕ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.