From Wikipedia, the free encyclopedia
Алтай Республики (алт. Алтай Республика, каз. Алтай Республикасы, выр. Республика Алтай) — Раççей Федерацийĕн субъекчĕ, унӑн йышне кӗрекен республика (патшалăх)[4][5].
Алтай Республики | |||||
| |||||
Тĕп хули | Горно-Алтайск | ||||
---|---|---|---|---|---|
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
35 92 903 км² | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе |
81 | ||||
Федераци тăрăхĕ | Çĕпĕр федераци тăрăхĕ | ||||
Экономика регионĕ | Анăç-Çĕпĕр экономика районĕ | ||||
Регион номерĕ | 04 | ||||
Патшалăх чĕлхисем | вырăс, алтай тата казах(темĕнле районсенче)[2] [3] | ||||
Пуçлăхĕ | Андрей Турчак | ||||
Эл Курултайăн Ертӳҫи | Артур Кохоев | ||||
Гимн | Алтай Республикин гимнĕ | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ MSK+4, UTC+7 |
Çĕпĕр федераци тăрăхне, Анăç-Çĕпĕр экономика районне кĕрĕт. Тĕп хули — Горно-Алтайск.
Республика çурçĕрте Алтай Енĕпе, çурçĕр-тухăçра — Кемĕр облаçĕпе, тухăçра — Хакасипе Тыва чикĕленет. Алтай Республики кăнтăрта Монголипе, Китай Халӑх Республикипе тата кăнтăр-анăçра Казахстанпа юнашар вырнаçнă та.
1922 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Ойрат автономиллĕ облаçĕ пек йĕркеленĕ. Ойрот автономиллĕ облаçĕ — 1932 çултан, Туçи-Алтай автономиллĕ облаçĕ — 1948 çултан, Туçи-Алтай Автономиллĕ Совет Социализмлă Республики — 1990 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнчен. 1992 çулхи нарăсăн çу 7-ччен Туçи Алтай Республики пек[6].
Патшалăх чĕлхисем: алтайла та вырăсла. Казах чĕлхипе калаçакан вырӑнсенче ӑна официаллă сферӑсенче усă кураҫҫӗ[7].
Алтай Республики МСК+4 сехет зонинче вырнаçнă. Тĕнчери ку UTC+7 сехет зони[8][9].
Климат питĕ континенталлă, кĕске те ăшă çулкуннепе тата çӳллĕ сивĕ хĕлпе[10].
Вар-çул тӳремлĕхсенче сывлăш температури 0-ран +5-ччен °C (чи ăшă çанталăк Чемал ялĕнче фиксациленĕ), тата ку Çĕпĕрте чи ăшă температура.
Ту сенче вар-çул сывлăш температури —6 °C ӳктерет (Кош-Агач ялĕнче фиксациленĕ)[11][12].
Кош-Агач районĕ те Улаган районĕ Аякри Çурçĕрти районсем шутне кĕрĕт.
Республикăн территориĕнче çӳллĕ тусем пайлакан ансăр та тарăн юханшывсен тӳремлĕхĕсенче. Чи çӳллĕ ту — Белуха (урăхлă ятсем: Кадын-Бажы, Уч-Сумер) (4509 метр) чи çӳллĕ вырăн Çĕпĕрте.
Вăрман фончĕ 5,045 млн га 50,4 пин. км2, вăрмансемпе хупланă 4,125 млн га[13].
Юханшывсемпе кӳлĕсем йышĕ республикара — 20 пин, пĕтĕм вăрăмăшпа ытла 60 пин. км. та 7 пин кулĕ патнелле, пĕтĕм лаптăкпа ытла 600 км². Чи пысăк юханшывсем: Катунь та Бия, вĕсем пĕрле Обьра юхаççĕ, чи пысăккисенчен Çĕпĕрте юханшывĕ. Чи пысăк кӳлĕ Ылтăн (алт. Алтын-Кёль) лаптăкпа 230,8 км² та тарăнпа 325 метр.
Укок — лаптак ту-сăртлăх аякри кăнтăр енче Алтай Республикин вырнаçнă, малалла патшалăхсемпе чикĕленет: Казахстан, Китай, Монголи те Раççей. Ку реликт çӳллĕ тӳремлĕх, чи çӳллĕ абсолютлă çӳллĕшпе 2200—2500 м, 500—600 м ту хырçисемпе.
Куйтэн-Уул (4374,0 м) Белуха хыççăн иккĕмĕш Алтай тăвĕсен çӳллĕшĕ.
Укон лаптак ту-сăртлăхĕн кăнтăр енче малалла шыв чиккисенче лартать: Сайлюгем, Табын-Богдо-Ола, Кăнтăр Алтай. Çурçĕр енче Укон Кăнтăр-Чуй ту хырçипе, тальвегпе Джазатор юханшывĕнчен Коксу юханшывĕн тӳремлĕхĕн кăкĕччен (Самаха лапамĕ).
Укок çанталăк паркĕ лаптак ту-сăртлăхăн кăнтăр енче вырнаçнă.
2003 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Алтай Республикин кăнтăр районĕсенче юлашки вуннă çулсенчен чи пысăк çĕр чĕтрени пулнă. Эпицентрте 8—9 балл пулнă, тĕп чĕтренин вăйĕ 7,3 балл. Вăл хыççăн Республикара пĕчĕк çĕр чĕтреннисем фиксациленĕ (пĕчĕкрех вăйпа). Тапăсем Çĕнĕ Çĕпĕр облаçĕнче, Алтай Енĕнче, Красноярск Енĕнче те хĕвелтухăç Казахстанта фиксациленĕ те.
Чи пысăк синкерсем Кош-Агач, Улаган, Шебалино та Онгудай районĕсенче пулнă. Никам та вилнĕ, пĕр-ик çын çемçе сурансене илнĕ. Анчах çĕр чĕтрени ытла 1,8 пин (урăхлă даннăĕсемпе пиллĕк çĕр патнелле) çуртсем арканнă. Пĕтĕмпе инкеклĕх, ытла 1 миллиард тĕнке пулнă.
Алтай Республики малалла регионсемпе чикĕленет:
Хальхи Алтай Республикин çĕрĕ авалхи çулçенче малалла патшалăхсен тытăмĕнче пулнă: Пĕрремĕш Тĕрĕк каганачĕ, Уйгур империйĕ тата Енисей Кăркăс патшалăхĕ. Çак вăхăтра вырăнти халăх тĕрĕклетнĕ (чĕлхеллĕ те культураллă).[14]
Алтай Республикин кăнтăр пайĕ Найман каганачĕнче пулнă. Унтан Алтай çĕрĕ Монгол Сяньбэй патшалăхĕнче (93-232), Жужань каганачĕнче (330-555), Монгол империйĕнче (1240-1368), Ылтăн Уртинче (1240-1502), Джунгар каначĕнче (1634-1758), Цин империйĕнче (1757-1864), Раççей империйĕнче (1864-1918), Каракорум Автномийĕнче (Граждан вăрçи) (1918-1922), ССРП-нче (1922-1991) тата Раççей Федерацийĕнче (1991-хальхи) кĕнĕ.[15]
Росстат даннăĕсемпе 210 769[1] çын. Халăх йышлăхĕ 2,27 çын/çм2 (2023). Хула халăхĕ: 31,01[16]
Халăх та хула халăхĕ (унăн %) Пĕтĕм Пĕрлĕшӳ те Пĕтĕм Раççей çырăвĕсемпе[17][18]:
Халăх | 1926[19] | 1939[20] | 1959[21] | 1970[22] | 1979[23] | 2002[24] | 2010[25] |
---|---|---|---|---|---|---|---|
вырăссем | 51 812 (52,0 %) | ▲114 209 (70,4 %) | ▼109 661 (69,8 %) | ▲110 442 (65,6 %) | ▼108 785 (63,2 %) | ▲116 510 (57,4 %) | ▼114 802 (56,6 %) |
алтайсем | 35 601 (35,7 %) | ▲39 285 (24,2 %) | ▼38 019 (24,2 %) | ▲46 750 (27,8 %) | ▲50 203 (29,2 %) | ▲62 192 (30,6 %) | ▲68 814 (33,9 %) |
казахсем | … | ▲4 280 (2,6 %) | ▲4 745 (3,0 %) | ▲7 170 (4,3 %) | ▲8 677 (5,0 %) | ▲12 108 (6,0 %) | ▲12 524 (6,2 %) |
теленгитсем | 3 414 (3,4 %) | … | … | … | … | 2 368 (1,2 %) | ▲3 648 (алтайсемпе) |
кумандинсем | 1 384 (1,4 %) | … | … | … | … | 931 (0,5 %) | ▲1 062 (0,5 %) |
украинсем | … | ▲1 682 (1,0 %) | ▼1 462 (0,9 %) | ▼1 309 (0,8 %) | 1 305 (0,8 %) | ▲1 437 (0,7 %) | ▼1 010 (0,5 %) |
нимĕçсем | … | … | ▲1 113 (0,7 %) | ▼637 (0,4 %) | ▲720 (0,4 %) | ▲903 (0,4 %) | ▼700 (0,3 %) |
Алтай Республикин конституципе ун шутне 1 хула, 10 район (аймак) кĕрет[26]. Алтай Республикин Саккунĕпе «Об административно-территориальном устройстве Республики Алтай» РФ субъекчĕнче 1 хула, 10 район (аймак) тата 91 ялсем пур.[27].
Муниципаллă тытăмпа, Алтайра 102 муниципаллă йĕркеленӳ пур: 1 хула тăрăхĕ, 10 муниципаллă район, вĕсенче 91 ял тăрăхĕ.
2021 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче Алтай Республикинчи ялти халăх йышĕ 156 450 (71%) пурăннă.
2020 çулхи ял хуçалăх продукцийĕ 10,2 млдр тĕнке (-4,1 %)[28]
Тĕп ял-хуçалăх экономика отраслĕ ку выльăх-черлĕх ĕрчетни, марал ĕрчетни тата вĕсен панты продукцийĕн усă курни, вăрманти йывăçсемпе усă курни, хурт-хăмăр ĕрчетни, имçам курăкĕсем хатĕрлени, туризм, апат культура çитĕнтересси, сад ĕрчетни тата ытти.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.