![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/f/f1/AVALONIA.jpg/640px-AVALONIA.jpg&w=640&q=50)
Авалония
From Wikipedia, the free encyclopedia
Авалони — палеозой эринче пулнӑ (ирхи ордовикпа силур таранччен) микроконтинент (е, тӗрӗсрех, террейн). Ҫав пӗтнӗ материкӑн ҫӗрпит пайӗсем паянхи кун Аслӑ Британин кӑнтӑр-хӗвеланӑшӗн тата Ҫурҫӗр Американ хӗвелтухӑҫ ҫӗрӗсене никӗслеҫҫӗ. Ку континент тата Хӗвеланӑш Европан, Атлантикаллӑ Канадӑн чылай ватӑ сӑрт-тӑвӗсен, АПШ шыв хӗррисен ҫӗрӗсен никӗсӗ пулса тӑнӑ. Авалони тесе Ньюфаундлендри Авалон ҫурутрав ячӗпе ят хунӑ.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/f/f1/AVALONIA.jpg/640px-AVALONIA.jpg)