Петĕр Яккусен

From Wikipedia, the free encyclopedia

Яковлев Пётр Яковлевич (Яккусен, Петĕр, 1950 çул, çурла, 26, Красноармейски районĕ, Упа Çырми ялĕ çур. — 2021, кăрлач, 7, Шупашкар) — чăваш сăвăçи тата чĕлхеçĕ (вăл шутра фонетист). Раççей ÇП пайташĕ (1986), филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ[1].

Якоалев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Краткие факты Çуралнă чухнехи ят:, Çуралнă вăхăт: ...
Яккусен, Петĕр
Яковлев Пётр Яковлевич
Çуралнă чухнехи ят: Петр Яковлевич Яковлев
Çуралнă вăхăт: 1950, çурла, 26
Çуралнă вырăн: Упа Çырми ялĕ, Трак ен районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 2021, кăрлач, 7
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики
Пăхăнулăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи тата сăвăçи
Жанр: поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Закрыть

Пурнăçĕ

Петĕр Яккусен 1950 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Упа Çырми ялĕнче çуралнă.

1967 çулта Мăн Шетмĕри вăтам шкултан, 1975 çулта Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университетĕнчи историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. ЧПГĂИче ĕçленĕ, чăваш чĕлхин пусăм йĕркине тĕпчесе темиçе статья пичетлесе кăларнă.

1978-1984 çулсенче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Мартынкасси шкулĕнче вĕренӳ ертӳçи тата чăваш чĕлхипе литература вĕрентӳçи вырăнĕсенче ĕçленĕ. 1984 çулта Пётр Яковлев Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн кафедринче ĕçлеме тытăннă, аспирантурăра вĕреннĕ. 1989 çулта «Чăваш чĕлхинчи сăмах пусăме» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ. 1995 çулта унăн «Чăваш фонетики» вĕренӳ кĕнеки пичетленсе тухнă. Кунта вăл чĕлхе пĕлĕвĕн çитĕнĕвĕсене шута илсе тата тăван чĕлхе йĕркин хăйне евĕрлĕхне асра тытса хăш-пĕр пулăмсене урăхла ăнлантарнă, уйрăмах консонантизм, сингармонизм, пусăм çинчен каланă шухăшсем пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Ăслăх ĕçĕсем

  • Ударение в русских и интернациональных словах, заимствованных в чувашский язык // Чувашский язык. Труды ЧНИИ. Вып. 66. Ш., 1976;
  • Чĕлхе, сăвă тата аллитерации // Чăваш илемлĕ литература чĕлхи. ЧНИИ статья пуххи. Ш., 1978;
  • К истории изучения ударения в чувашском языке // Вопросы истории и грамматики чувашского языка. Труды ЧНИИ. Вып. 74. Ш., 1977;
  • Чăваш Фонетики. Ш., 1995.
  • Переводы «Отче наш» в свете становления и развития письменного чувашского языка // Родной Язык. 2019. Т. 1. С. 9–40.
  • Фонетика и фонология чувашского языка. Ш.: ЧГИГН, 2020. 228 с.
  • Двуязычие и чувашская фонетика: пути решения теортических проблем. Ш.: ЧГИГН, 2021. 56 с.

Поэзири ĕçĕсем

Поэтăн сăвă кĕнекисем: «Кумаляк», «Тăм тăвайкки вăййисем», «Уй варринче», «Юман чĕлхи», «Çавра кӳлĕ».

Асăрхавсем

Вуламалли

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.