From Wikipedia, the free encyclopedia
Энлиль («Çил-Атте», аккадла — Эллиль) — шумер-аккад халаплăхĕнче — виçĕ мăн турăран (Анупа Эасăр пуçне) пĕри. Ана (тӳпе - аçа турă) тата Ки (çĕр - ама турă) турăсен ывăлĕ. Ниппур хулине сыхлакан.
Халăпсен йăлипе, Энлил тӳпене çĕртен уйăрать, ялхуçалăх ĕç япалисене хатĕрлет, выльăх-чĕрлĕхпе çĕр ĕçлĕх туррисене тăвать, çынсене этелĕхе кĕртет. Çаплах Энлил çанталăк инкек-синкекне ярать тесе шутланă. Гильгамеш çинчен кăссайра Энлил этемлĕхе пĕтерес тĕллевпе пур тĕнчене шыва путарнă тесе çырнă.
Энлиле ултавлă та усал кăтартнă (инкек-синкек кăларакан, пулас); инкек-синкек янă, çынсене шыва путарса пĕтересшен тимленĕ. Энлилĕн арăмĕ — Нинлил (Нунбаршегуну хĕрĕ). Энлил тепĕр хут хăйĕн путсĕрлĕхне Нинлиле пусмăрласа та кăтартать. Çакăншăн ăна турăсен пантеонĕ Кура кăларса ярать. Ун хыççăнах юратса пăрахнă Нинлил каять. Ывăлĕсем – уйăх турри Нанна, текĕрçĕ Нинурта, çĕр айĕнчи тӳрă Неркал, турăсен элчи Намтар. Ур III-мĕш ăрăвĕн тапхăрĕнчен пуçласа Энлил турă пантеонĕн асли пулать. Ниппурти Энлил храмĕ - Э-кур («Ту çинчи çурт») – çĕршыври тĕнĕн тĕпĕ шутланнă.
Ку Шумер-аккад халаплăхĕ пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.