Ылтăн Урта (Улус Джучи) — XIII - XVI ĕмĕрсенчи Анат Атăлçири патшалăх. 1224—1266 ҫулсенче Монгол империне кӗнӗ. Ăна 1243 çулта Чингисханăн мăнукĕ, Джучин ывăлĕ монгол ханĕ Батый (1237—1255) йеркеленĕ. 1266 çулта, Менгу-Тимур хан тапхăрĕнче, Ылтăн Урта Аслă Монголирен пĕтĕмлĕ суверенитет çĕнтерсе илнĕ. Уртара куçса çӳрекен пысăк халăхĕ половец (кăпчаксен) йахĕсем шутланнă, вырăнта пурăнакан халăхсем шутĕнче — атăлçи пăлхарĕсем, мордва йăхĕсем, марисем, хорезмсем пулнă.

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Ылтăн Урта пăхăр.
Краткие факты
Ылтăн Урта
Улус Джучи
Улуг Улус

1224 1483


Thumb
Ылтăн Урта ялавĕ, Каталон атласĕпе килĕшӳллĕ (1375 çул тĕлнелле кăларнă; урăх çăлкуçсемпе, ялав сарăх тĕслĕ пулнă[1])
Thumb
Ылтăн Урта 1300 çулта
Тĕп хула Пăлхар[2], Сарай-Бату, Сарай-Берке
Шĕкĕр хуласем Хусан, Аçтăрхан, Солхат[3], Увек, Сарайчик и др.
Чĕлхе(сем)

пуçламăш тапхăр: монгол[4][5], ун чухне тĕп литература тата калаçу чĕлхи — тĕрĕк[4]
XIII—XIV ĕм. — кăпчак[6][7]

малашнехи вăхăт: ватă тутар[8][9][10][11][12][13][14][15]

çаплах литература никĕсĕнче пулнă[16] та хăшпĕр ярлыксенче уйгур чĕлхипе усă курнă.
Тĕн ислам (1320 çултанпа) — патшалăхри тĕн
танкăрлăх
католицизм (пурăнан халăхăн пайĕшĕн)[17]
православи (пурăнан халăхăн пайĕ)
Укçа виçи данг[d], Пул (денежная единица)[d] и сум[d]
Лаптăк 6 млн яхăн км² (1310)
Тытăмлăх_форми выборная монархия[d] и монархи
Династи Джучидсем
Предшественники:
Преемники:
Монгол империйĕ
Аçтăрхан ханлăхĕ
Мăн Урта
Хусан ханлăхĕ
Казах ханлăхĕ
Касимов ханлăхĕ
Крым ханлăхĕ
Нухай Урти
Çĕпĕр ханлăхĕ
Узбек ханлăхĕ
Тарков шамхаллăхĕ
Закрыть

12241483

Thumb
Ылтăн Уртан 1389 çулхи чиккисем

1312 çулта Уртара ислам тĕнне йышăннă. XVI ĕмĕрте Ылтăн Урта пĕтсе ларнă.

Ылтăн Урта пăхăнтарнă çĕрсем

Ылтăн Уртан ханĕсем паянкунхи Раççейĕн (Тухăç Çĕпĕр, Инçет Тухăç тата Инçет Çурçĕр районĕсемсĕр пуçне) чылай çĕрсене, çурçĕр тата анăç Казахстан, Украина, Молдави, Узбекистан пайне (Хорезм) тата Туркмени çĕрĕсене тытса тăнă. Вырăс кнеçлĕхĕсене Уртаранах ертсе пыман. Уртан патшалăх тытăмĕн çыннисем, баскаксем, вырăссен çĕрĕсенче ясяк пуçтарнă, каярахпа çак ĕçе пăхăнтарнă вырăс кнеçĕсене тутарнă. Çак çĕрсене хăйсен пăхăнăвĕнче хăварас тесе тутарсен хĕçпăшаллă ушкăнĕсем пĕрмаях Руç çине пырса хуласене çĕмĕрсе, çунтарса, çаратса кайкаланă. XIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурпайĕнче кăна вунтăватă хут ухтарусем пулнă.

Азире Ылтăн Урта Чагатай (Джагатай) улусĕпе чикĕ тытнă.

Администрациллĕ пайлану

Батый вăхăтĕнче Ылтăн Урта тĕп хули Сарай-Бату пулса тăрать (Хальхи Аçтăрхан çумĕнчи вырăнта); XIV ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче тĕп хулана Сарай-Беркене куçать (ăна Берке хан (1255—1266 никĕсленĕ), паянхи Волгоград çумĕнче).

Ылтăн Урта нумай халăхлă та хуçалăх енчен тĕрлĕ нумай укладлă патшалăх пулнă. Караван сутă-илӳ тĕпĕсем Сарай-Бату, Сарай-Берке, Ургенч, тата Крымри Судак, Каффа, Азов тинĕсĕ çинчи Азак (Азов) хулисем, кунтах Генуя хулан сутă-илӳ колонийĕсем вырнаçнă.

Патшалăха Чингисханăн нĕсĕлĕсем — торесем — ертсе пынă. Политикăри чи паллă ĕçсене йышăнма пĕтĕм халăхăн пухăвĕсем - курултайсем — пуçтарăннă. Патшалăх ĕçĕсене пĕрремĕш министр (бекляре-бек — кнĕçсен кнеçĕ) тытса пынă, ăна министрсем — везирсем — пăхăнса ĕçленĕ. Хуласене тата вĕсен пăхăнăвĕнчи çĕрсене ясаксем (налуксем) пуçтарма — даругсене (тăрăхсене) — янă. Çавăн пекех даругсемпе пĕрлех çарпуçсене — баскаксене те — ятарласа янă. Патшалăх тытăмлăхĕ çурмаçарлă пулнă, мĕншĕн тесен çар тата администраци ĕçĕсене пĕрле тытса тăнă. Чи яваплă тытăм ĕçĕсене ертсе пыракан ăру тиккийĕсем (оглансем) туса пынă. Вĕсемех Ылтăн Уртара улуссене тытса тăнă тата çар ушкăнĕсене ертсе пынă. Бегсен (нойонсен) тата тархансен шайĕнчен çарпуçĕсем — темниксем, пинпӳсем, çĕрпӳсем, çаплах бакаулсем (хальхи пек каласан, çар интенданчĕсем) тухнă.

Сутă-илӳ ĕçĕ

Крымри тата Тан шывĕн кӳлмекĕнчи генуйсен колонисемпе (Готи капитанлăхĕ) Урта сутă-илӳ ĕçĕсем тунă: кунта пусма, пир, катам пир, хĕçпăшал, хĕрарăм валли капăр япаласем, ахах-мерчен, техĕм, ладан, çамлă тир, сăран, пыл, ăвăс, тăвар, тырă, пула, йывăç, вăлча, олива çуне сутнă.

Ылтăн Урта Генуй купсисене чура тата вăрçăра туртса илнĕ пурлăха сутнă.

Крым сутăç хулисем урлă Атăл тăрăх Кăнтăр Европăна, Вăтам Азие, Ирана, Индие, Китая çитекен сутă-илӳ çулĕсем тухнă.

Ылтăн Урта пĕтни

Хăй никĕсленнĕ вăхăтранах Ылтăн Урта улуссене пайланнă, вĕсем Джучин 14 ывăлĕсене пăхăнса тăнă: 13-шĕ Батый-хана çеç пăхăннă, тытăм ĕçĕсене кашни хăймайлă тытса пынă.

Джанибек-хана 1357 çулта вĕлернĕ хыççăн ахăр-самана пуçланса каять, çак пĕрлĕхлĕ патшалăх арканма тытăнать. 1357 çултанпа 1380 çулчен Ылтăн Урта астулĕ çинче 25 хан ытла ларса тухнă.

1360—1370 çулсенче патшалăха Мамай ярса илнĕ. 1360-мĕш çулсем пуçламăшĕнче Ылтăн Уртаран Хорезм тухса ӳкет, 1362 çулта литва кнеçĕ Ольгерд Днепр çумĕнчи çĕрсене хăй аллине илет, Аçтăрхан уйрăлса каять. Тата вырăс кнеçлĕхĕсем Мускав тавра пуçтарăнма пуçлаççĕ. Мамай вара Раççейрен виçĕ çул малалла çулсемшĕн ясак пуçтарса ăна хавшаклатас тĕллевпе хăйĕн çарĕпе Мускава хирĕç вăрçăпа тухать.

1380 çулта Куликово çапăçăвĕ пулса иртет, унта вырăс кнеçĕсен çарĕсем Мамая аркатса хăваласа яраççĕ.

Тăхтамăш-хан (1380—95) вăхăтĕнче Уртари хирĕçӳсем чарăннă, тĕп влаçĕ каллех Ылтăн Уртан чылай территорине пăхăнтарнă. Тăхтамăш 1380 Мамай çарне Калка шывĕ çинче çапса çĕмĕрет, 1382 çулта Мускав патне пырать, ултавпа ярса илсе те çунтарса ярать. Хăйĕн вăйĕсене тĕреклетнĕ хыççăн Тимĕрлана хирĕç тухать. Тимĕрлан çарĕ Тахтамăша темиçе хутчен, Атăл çинчи хуласене çĕнтерсе илсе аркатать, çав шутра Сарай-Берке, Крым хулисене ухтарса сиенлет. Ылтăн Уртана пысăк çухатусем çитеççĕ, çавăнтан вăл вара тек ура çине тăрайман.

XV ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Çĕпĕр ханлăхĕ, 40-мĕш çулсенче — Нухай Урти, каярахпа Хусан ханлăхĕ (1438) тата Крым ханлăхĕ (1443), 60-мĕш çулсенче — Казах, Узбек ханлăхĕсем, çаплах тата Аçтăрхан ханлăхĕ çут тĕнчене тухнă. XV ĕмĕрте Руç те Ылтăн Уртан пăхăнăвĕнчен тухать. 1480 çулта Ахмат-хан, Пысăк Урта ханĕ, Иван III кнеçе пăхăнтарасшăн пулнă, анчах та çак ĕç ăнăçсăр вĕçленнĕ. 1480 çулта кăна вырăссем тутар-монголсен айĕнчен тĕппĕнех тухнă. Пысăк Урта та вара XVI ĕмĕр пуçламĕшĕнче пачланнă.

Ылтăн Урта ханĕсем

Асăрхавсем

Вуламалли

Каçăсем

Wikiwand in your browser!

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.

Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.