From Wikipedia, the free encyclopedia
Шывай кимми (акăл. submarine) — шыв айне анма (каялла хăпарма) тата шыв айĕнче чылай вăхăт хушши ĕçлеме пултаракан карап. Шывай киммин чи чаплă енĕ — вăрттăн çӳреме пултарни.
Шывай киммисен корпусне металран тăваççĕ, тумлам е сигарă евĕрлĕскер шыв тĕпĕнче чылай шыв пусăмне чăтса тăма пултарать. Шыв тарăнашне анма балласт цистернисене шыв тултараççĕ. Шыв айĕнче çӳле хăпарма е аяла анма тата шыв çине тухма горизонталь рулĕсем пулăшнипе балласт цистернисенчи шыва хĕссе чăмăртанă сывлăшпа е газпа (çăмăл сывлăшпа) тĕксе кăлараççĕ. Шывай киммисене шыв çинче куçса пыма атом энергиллĕ е дизеллĕ моторсем; шыв айĕнче — атомлă моторсем, электрика аккумуляторĕсем, пĕчĕк тарăнăшра — «шнорхель» меслечĕллĕ дизель моторĕсем.
Тĕрлĕ вăхăтра дизель вăйĕпе тарăна анса çӳремелли темиçе шывай кимми проекчĕсем хатĕрленĕ пулнă, анчахь та вĕсене пушархăрушăлахĕ тата шавлавĕ ытлашши пулнă пирки ĕçе кĕртмен.
Шывай кимми çинче баллистика тата çунатлă ракетăсем, торпедăсем, минăсем, хирĕç тăмалли гидроакустика хатĕрĕсем, зенит-ракета комплексĕсем пулаççĕ.
Паянкун çарлă сыхлавра тăракан шывай киммисен классификацийĕсем:
Пĕрремĕш шывай киммине голланд ăслăхçи Корнелиус ван Дреббель (1572—1633) Англи патши Джеймс валли Лондонра 1620 çулта ăсталанă, хыççăн Темза çинче унăн куçăмне тĕрĕслесе пăхнă.
Раççейре шывай киммине тăвас ĕçсемпе Аслă Петĕр астулра ларнă чух тăрмашнă. Анчах вăл вилсе кайсан, «вăрттăн карапăн» пуласлăхĕ пăчланать. Шывай киммине Америкăн Пĕрлешĕннĕ Штачĕсем хăйсен пăхăнманлăхĕшĕн кĕрешнĕ вăрçăра пĕрремĕш çапăçăва кĕртеççĕ. Бушнеллăн «Тимĕр шапи» британи флагманĕ çине тапăнма хатĕрленнĕ, анчах та акăлчансем çавна сиссе асăрханă, шывай кимми вара карапăн тĕпĕ çумне çыпăçтармасăрах минăна сирпĕтсе ярать.
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи пуçламăш тĕлне тĕнчери пысăк патшалăхсен тинĕс флочĕсенче çакăн чухлĕ шывайкиммисем пулнă:
Вăрçа тапхăрĕнче шывай киммисем пурĕ 4330 транспорта пĕтĕмле 22,1 млн. рег. тоннă йывăрăшлĕ, 395 çар карапĕсене шыва путарнă, çав шутра: 75 шывай кимми, 17 авианосцев, 3 линкор, 122 эсминец тата 146 ытти карапсене пĕтернĕ. СССР ТÇФ шывай киммисем 328 транспорта шыва путарнă, 70 çар карапĕсене тата 14 пулăшу карапĕсене пĕтернĕ. 1123 шывай киммисем хăйсем пĕтнĕ.
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вĕçĕнче нимĕç конструкторĕсем шывай киммисене баллистикă ракетисемпе хĕçпăшаллантарас ĕçсене тума хатĕр пулнă.
Халĕ шывай киммисен чылайăшĕ атомлă.
Вăрçă хыççăнхи пĕрремĕш хут шывай кимми 1971 çулхи раштав, 9 Инди-пакистан хирĕçӳ вăхăтĕнче пакистан дизель шывай кимми «Hangor» «Khukri» инди фрегат торпедăпа тапăнать. 1982 çулхи çӳ, 2 Англипе Аргентина хушшинчи Фолкленд вăрçинче акăлсансен атăмлă шывай кимми «Conqueror» аргентинăн «Генерал Бельграно» çăмăл крейсĕрне торпедăлать.
Халĕ шывай киммисем 33 патшалăх ТÇФ шутĕнче хĕсметре тăраççĕ.
ХХ ĕмĕрĕн вĕçĕнче ÇАПУ çĕршыв флочĕсен шутĕнче 217 шывай кимми (çав шутра ПЛАРБ — 23, ПЛА — 101). Хӳтĕлевлĕ доктрина йĕркипе Раççей Федерацийĕ хăйĕн флочĕсенче 90-100 виçе шывай кимми тытса тăрасшăн.
2004 çулта Раççейре Итали хушу ĕçĕпе S1000 проекта хатĕрлеме тытăннă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.