Шурлăх
From Wikipedia, the free encyclopedia
Шурлăх — ытлашши нӳрĕк-йĕпеллĕ, юхса иртекен шывлă çийĕнчи пĕрмай шывсăр типçĕр пайĕ.
Шурлăхăн çийĕнче пĕтĕмпех çĕрсе кайман органикăллă япаласенчен торф пулса çитет.
Шурлăх торфĕн хулăнăшĕ 30 см сахал мар, унтан сахал пулсан — шурлăхланнă çĕр теççĕ.
Шурлăхсем ытларах Çурçĕр çурчăмăрĕнче, вăрмансенче тĕл пулаççĕ. Раççейĕн Европа пайĕн çурçĕр çĕрĕсенче, Анăç Çĕпĕрте, Камчаткăра чылай.
Шурлăхăн çутçанталăкне тĕпчеме М. В. Ломоносов тытăннă, çак ĕçре совет ботаникĕ В. С. Доктуровский чылай вăй хунă, вăлах шурлăх тĕпчевĕ ăслăлăх уйрăмне аталантарса янă.
Шурлăхăн çын пырса кĕме хăруш пайне путхах теççĕ (В. Г. Егоров сăмахсарне пăхăр).