From Wikipedia, the free encyclopedia
Чулхула кĕпĕрни (выр. Нижегородская губерния) — Раççей империн тата РСФСР 1714—1929 çулсенчи администраци-территориллĕ виçи. Кĕпĕрне хули — Чулхула.
Чулхула кĕпĕрни çак çĕрсемпе чикĕ тытнă: анăçра — Улатимĕр, çурçĕрте — Кострома тата Вятка, тухăçра — Хусан тата Чĕмпĕр, кăнтăрта — Пенза тата Тамбов кепернисемпе.
Кĕпĕрнен çĕр лаптăкĕ 48 241 км² 1847 çулта, 51 252 км² - 1905 çулта пулнă[1], 81 458 км² - в 1926 году[2].
Хура Атăлпа Атăл кĕпĕрне территорине икĕ пая уйăрнă, весем çĕр пичĕпе, геологи тăрăмĕпе, тăпрапа тата флорăпа урăхла: çурçĕр енĕ — айлăмлă, кăнтăр енĕ — туçи.
Çакăн пек, 1918 çулчен кĕпĕрне шутне 11 уес кĕнĕ:
№ | Уес | Уес хули | Лаптăк, çухрăм² |
Пурăнан халăх[3] (1897), çын |
---|---|---|---|---|
1 | Ардат | Ардатов (3546 çын) | 5288,0 | 141 625 |
2 | Арзамас | Арзамас (10 592 çын) | 3307,1 | 138 785 |
3 | Балахна | Балахна (5120 çын) | 3688,6 | 141 694 |
4 | Васильсăр | Васильсурск (3799 çын) | 3365,9 | 127 333 |
5 | Горбат | Горбат (4604 çын) | 3190,1 | 134 160 |
6 | Княгинино | Княгинин (2737 çын) | 2595,5 | 106 191 |
7 | Лукоян | Лукоян (2117 çын) | 5127,5 | 193 454 |
8 | Макар | Макарьев (1560 чел.) | 6568,2 | 108 994 |
9 | Чулхула | Чулхула (90 053 çын) | 3208,2 | 222 033 |
10 | Семёнов | Семёнов (3752 çын) | 5889,2 | 111 388 |
11 | Сергач | Сергач (4530 çын) | 2808,4 | 159 117 |
1917 çулхи революци хыççăн кĕпĕрне йышĕ питĕ улшăннă.
1918 — Горбат уесне Павлово ята куçарнă. Воскресени уесне йĕркеленĕ.
1920 — Макар уесне Лысково ятне панă.
Çапла, 1926 çулта кĕпĕрне йышне 11 уеспе 4 район кĕнĕ:
№ | Администраци виçи | Центр | Лаптăк, км² |
Пурăнан халăх[2] (1926), çын |
---|---|---|---|---|
1 | Арзамас уесĕ | Арзамас | 8 149 | 351 667 |
2 | Ветлуга уесĕ | Ветлуга | 17 158 | 234 322 |
3 | Выкса уесĕ | Выкса | 4 182 | 117 211 |
4 | Городец уесĕ | Городец | 2 804 | 94 367 |
5 | Хĕрлĕ Баксен уесĕ | Хĕрлĕ Баксем | 11 043 | 178 978 |
6 | Лукоян уесĕ | Лукоянов | 6 693 | 320 085 |
7 | Лысково уесĕ | Лысково | 7 032 | 234 942 |
8 | Чулхула уесĕ тата Канавино ĕçлев районĕ | Чулхула | 4 659 | 386 206 |
9 | Павлово уесĕ | Павлово | 3 604 | 174 694 |
10 | Семёнов уесĕ | Семёнов | 7 831 | 135 501 |
11 | Сергач уесĕ | Сергач | 6 759 | 410 134 |
12 | Балахна районĕ | Балахна | 718 | 27 804 |
13 | Растяп районĕ | Растяп | 740 | 32 281 |
14 | Сорма районĕ | Сорма | 86 | 45 152 |
1897 çулхи халăх çыравĕпе кĕпĕрне территоринче тĕне тытакансем çапла валеçĕннĕ:
çын шучĕ | |
---|---|
православисемпе вĕсемпе пĕр тĕнрисем | 1 525 785 |
уйрăлнисем | 75 848 |
мăсăльмансем | 51 236 |
еврейсем | 3388 |
католиксем | 1115 |
протестантсем | 723 |
ытти тĕн йăлине тытакансем | 912 |
Кĕпĕрне территоринче паллă кивĕ йăла-йĕркиллĕ Керж скичĕсем ларнă[4]. Урăх юхăмсенчен пачăшкăсăррисем (ытларахăшĕпе помор тата сăпас килĕшĕвĕсем; федосейсем те тĕл пулкалăнă. Пачăшкаллисен ĕненӳ енĕпе окружниксем тата окружниксене хирĕçсисем пулнă. Молокансем те пурăннă.
Арканса каясран миссионерсен «Сăв. Хĕрес тăванлăхĕ» ĕçленĕ.
Кĕпĕрнен Атăл лешьен пайĕнче вырăс халăх кăна пулнă; только небольшая часть Васильсăр тата Макар уесĕсен пысăках мар пайĕнче çеç марисем пурăннă. Туçи тăрăхĕнче çуррине май вырăса тухнă мордва халăхĕ вырнаçнă пулнă. Ирçĕсем Лукоян, Арзамас, Сергач, Княгинино тата Ардат уесĕсенче, мăкшăсем — Лукоян, терюхансем — Чулхула, марисем — Васильсăр тата Макар уесĕсенче вырнаçăннă. 45 пине яхăн тутар халăхĕ Сергач уесĕнче тата Княгинино уесĕн икĕ ялĕнче пурăннă.
1905—1906 çç. кĕпернере вырăс националисчĕсем «Шурă ялав» пĕрлешĕвне йĕркеленĕ, кайран вăл Вырăс халăхĕн пĕрлĕхĕн кĕпернери уйрăмĕ пулса тăрать, революции тăвас текенсене пусарнă. Унăн шутне кĕпернери 13 уйрăм кĕнĕ, пайташ йышĕ 4,2 пине çитнĕ.
Нацисен йышĕ 1897 çулта[5]:
Уес | вырăссем | мордвасем | тутарсем | еврейсем | марисем |
---|---|---|---|---|---|
Кĕпĕрне, мĕнпурĕ | 93,2% | 3,4% | 2,6% | ... | ... |
Ардат | 98,8% | ... | ... | ... | ... |
Арзамас | 92,9% | 6,9% | ... | ... | ... |
Балахна | 99,5% | ... | ... | ... | ... |
Васильсăр | 87,0% | ... | 8,6% | ... | 4,2% |
Горбат | 99,9% | ... | ... | ... | ... |
Княгинино | 98,0% | ... | 1,9% | ... | ... |
Лукоян | 85,2% | 14,3% | ... | ... | ... |
Макар | 98,5% | ... | ... | ... | 1,2% |
Чулхула | 97,6% | ... | ... | 1,0% | ... |
Семёнов | 99,9% | ... | ... | ... | ... |
Сергач | 73,8% | 8,9% | 17,1% | ... | ... |
Губернаторы Нижегородской губернии.[6][7] Туртса кăтартни — 5 çултан сахалрах ертсе пынă кĕпернетĕрсем.
1717 çулхи пуш уйăхĕ — 1719 çулхи çу уйăхĕччен кĕпернене хусан кĕпернетĕрне П. С. Салтыкова пăхăнтарнă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.