Хыпар агентстви
From Wikipedia, the free encyclopedia
Хыпар агентстви — МХХ пулăшакан ятарлă хыпар (информации) йĕркелĕвĕ. Унăн тĕп ĕç-хĕлĕ — политика, экономика лару-тăрăвне, социаллă, этеплĕ хыпара хаçат, журнал, инçекурав, радиокалаçу редакцисене, çаплах урăх организацисене, пайăр çынсем патне хăвăрт çитересси. Агентствăн тĕп тĕллĕ ĕçĕ — çĕнĕ хыпар тупса пухасси.
Хыпар агентстви "О средствах массовой информации" саккунпа килĕшӳллĕ унăн çав хушăрах хыпара редакцилекен, кăларакан, саракан йĕркелӳсен статусĕ пур. Агентствăн ĕç-пуçĕ массăллă хыпар хатĕрĕсен право режимĕпе йĕркеленсе тăрать.