From Wikipedia, the free encyclopedia
Джон Уильям Уотерхаус, акăл. John William Waterhouse (6 ака 1849, Рим — 10 нарăс 1917, Лондон) — акăлчан ÿнерçи, «прерафаэлитизм» юхăмĕн кайри тапхăрĕн пултаруллă пайташĕ.
Уотерхаус Джон Уильям | |
акăл. John William Waterhouse | |
Уотерхаус Джон Уильям, фотоÿкерчĕк | |
Çуралнă вăхăт: | 6 ака 1849 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Рим |
Вилнĕ вăхăт: | 10 нарăс 1917 |
Вилнĕ вырăн: | Лондон |
Пăхăнулăх: | Аслă Британи, Итали |
Жанр: | сăрă ÿнер |
Стиль: | прерафаэлитизм |
Викиампарти ĕçсем |
Мифологипе литературари хĕрарăм сăнарĕсене хайланипе паллă.
«Шалот пики» Уотерхаусăн чи паллă ĕçĕ шутланать, ăна вăл Астолат Элейне халалланă — ку хĕр Артур королĕ çинчен халаплăхри Ланселота телейсĕр юратнипе, тата Теннисон поэми «Шалот асамçи» тăрăх паллă. Уотерхаус 1888, 1896 тата 1916 çулсенче ку ĕçе виçĕ тĕрлĕ хайланă. Уотерхаус ĕçĕсен шутĕнче "Миранда", "Тристанпа Изольда", мифологи сăнарĕсем "Психея", "Пенелопа", "Персефона", "Пандора" тата ыттисем те).
2006 çулхи çĕртме уйăхĕнче ÿнерçĕн «Сăваплă Цецилия» ĕçне «Кристис» Ллойд Веббер фончĕ 6,6 млн. фунтов стерлинг парса туяннă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.