Ульянов Илья Николаевич
From Wikipedia, the free encyclopedia
From Wikipedia, the free encyclopedia
Илья́ Никола́евич Улья́нов (утă, 19 (31) 1831, Аçтăрхан — кăрлач, 12 (24) 1886, Чĕмпĕр) — раççей педагогĕ, Атăлçи халăхĕсем валли шкулсем уçакан, Александр Ильич Ульянов тата Владимир Ильич Ульянов-Ленин революционерсен ашшĕ.
Аçтăрханра çуралнă. 1854 çулта Хусан патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухать. 1850-мĕш — 1860-мĕш çулсенче Пенза хулин дворян училищинче верентӳçĕ вырăнĕнче ĕçлет, кайран Чулхулари хĕрарăм училищинче вĕрентет.
Çак вăхăтрах Мария Александровна Бланка качча илет. Çак чухнех метеорологи сăнавĕсемпе хăтланать, вĕсене Пензăри журналра пичетлет.
1869 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх шкулĕсен тĕрĕслекенĕ пулса тăрать. Унăн тăрăшăвĕпе темиçе ял шкулне (Загоскинора тата ур.) уçнă.
1871 çулта чăвашсен пĕрремĕш шкулне Чĕмпĕрте уçать, каярах, мордвасемпе тутарсемсем валли шкулсем йĕркелет.
1874 çулта директор вырăнĕнче. Патшалăх хĕсметне патшалăхăн чăн канашçи ĕç вырăнĕнче вĕçлет. 1882 çулта ăна тăхăмлă дворян йышне кĕртнĕ.
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.